Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Аслӑ пуху умӗн Архипов отпуска кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.09.2013 09:49 | 1410 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиум ларӑвӗ иртни пирки эпир сире ӗнер пӗлтернӗччӗ — канашлӑва хупӑ мелпе ирттерме шухӑшланӑ хыҫҫӑн унтан пур «ют» ҫынсене те, ҫав шутра «Сӑвар ТВ» канал ӗҫченӗсене те, пӳлӗме пушатма ыйтнӑ.

Ҫапах та лару хыҫҫӑн конгресӑн вице-президенчӗ Иванов Владимир Александрович унта мӗнле ыйтусем сӳтсе явни пирки «Сӑвар ТВ» канала кӗскен каласа панӑ иккен. Тӗп ыйтусем хушшинче юпан 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ конгресс пухӑвне йӗркеллӗ ирттерсе ярассипе ҫыхӑннисем пулнӑ иккен — кама делегат тумалла, миҫе делегат пулмалла. Кама ҫӗн пуҫлӑх тӑвассине те тапратнӑ — президиума кӗрекен ҫынсем, иккен, Валерий Клементьева сӗнес шухӑшлӑ.

ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи Портнов Константин Петрович кандидатсен шутне Архипова та кӗртмелле тесе сӗннӗ — вӑл хӑйне халь чиперех туять иккен, сывалнӑ. Анчах та ку ларура Архипов Геннадий Николаевич отпуска кайнӑ иккен — Константин Портнов каланӑ тӑрӑх ЧНК Президенчӗ 3 ҫул канман. Геннадий Николаевич отпускӗ аслӑ пухучченех тӑсӑлӗ, анчах та Владимир Иванов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх Президента ЧНК ҫуртне никам та килсе ҫӳреме чармасть.

#ларусем, #ЧНК, #чӑвашлӑх, #суйлав

 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.11 17:33
Кунта мана е сана килĕшекен сăмахсемпе усă курмалла мар. Кунта чăваш чĕлхипе çырсан кăмăллăрах пулмалла. Атту Турă панă илемлĕ чăваш чĕлхене ют сăмахсемпе хутăштарса урăх, ют туйăм парать.
2013.09.11 18:09
Аçтахар Плотников
Ара эп акăлчанла çыратăп-им?
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.11 20:14
Эпĕ Турă панă илемлĕ чăвш чĕлхи пирки çеç калатăп. Кунта вара English çук-им? Чи çӳлте Esperanto умĕнче English пур вĕт. Тата мĕншĕн чăваш чĕлхине English_па хутăштармалла (вараламалла)?
2013.09.11 20:41
Аçтахар Плотников
Микулай, чĕлхене вараламаççĕ — пуянлатаççĕ. Эсĕ шутлакан чылай «чăваш» сăмахĕ пирĕн чĕлхене хăй вăхăтĕнче ытти чĕлхесенчен кĕнĕ. Ку вăл — халăх хутшăнăвĕн сĕмĕ (халăх никампа та хутшăнмасан ун культура шайĕ анса ларать, аталануран юлать). Хутшăну пулнă, пулать те.
2013.09.11 20:45
Аçтахар Плотников
Хальхи вăхăтра пирĕн чĕлхере чăн та вырăс чĕлхи урлă кĕнисем чылай. Çавах та пурне те вĕсенчен сивлеме юрамасть, хăшĕ-пĕрне чĕлхене кĕртмех тивет — пуянлатма. Унсăрăн (парадокс тесе шутлăр) пирĕн чĕлхе аталанмĕ.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть — чĕлхе те пĕр вырăнта тăмалла мар, аталанмалла.
2013.09.11 20:49
Аçтахар Плотников
Тата: аталаннă май, паллах, хамăра хамăр çухатмалла мар (е тепĕр май каласан — вырăслансах каймалла мар).
Пирĕн сайтра, каламасăрах пĕлетĕр пулĕ, чăвашларах терминсем ытти хаçат-журналтисемпе танлаштарсан чылайтарах.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.11 21:33
Чăваш чĕлхине ют чĕлхепе мар, чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахсемпе пуянлатмалла. Атту унта http://www.youtube.com/watch?v...01U&feature=youtube_gdata питĕ пуянлатнă вырăс чĕлхипе те чăваш чĕлхи валли вырăн та юлман. Çав сăлтав пирки ĕнтĕ Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне çеç хураççĕ.
Тимӗр // 2248.79.7045
2013.09.11 22:17
Пĕтерчĕç Архипова-эсир тавлашатăр чĕлхемĕрĕн аталанăвĕ прики.Ку пулăм мана килĕшет."Отряд не заметил потери бойца"-каçарăр ют чĕлхепе çырнăшăн.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.12 16:17
Портнов конгрессра виçĕ çулта пĕр вăтăр хут курнă-ши Архипова. Ним вăтанмасăр виç çул канман тет. Ара почти кашни уйăхрах эрех кӳпкеленĕ хыççăн РКБ№2-на( республика клиника пульници) система лартма кайса выртатчĕ вĕт. Выписка туса илсе кăтартмала пуль Акасапарсем пек çыркалакансене.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.12 16:18
Кун пек ĕç-пуç аталанса кайсан килхушшинчи Урнăсене ухтарма та вăй çитимĕ. Ай турух, итлемелле çав халăхăмăра.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем