Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнӗ ҫӗнӗ автобуссем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 01.09.2013 17:40 | 969 хут пӑхнӑ

Сиссе те юлаймарӑмӑр ҫуллахи кунсем хыҫа та юлчӗҫ. Кӗркунне ҫитнӗрен ӳсекен ӑру пӗлӳ илме вӗренӳ учрежденийӗсене ҫул тытрӗ. Вӗренӳ ҫулӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевсемпе республикӑра тӗрлӗ саккун проекчӗсем пурнӑҫа кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри вӑл — шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтересси.

Кӗҫнерникун, ҫурлан 29-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика шкулӗсене 22 шкул автобусӑн уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне йӗркелеме пулӑшнӑ волонтёрсем хутшӑннӑ.

Михаил Игнатьев вӗрентекенсене тата шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнӑ ятпа саламланӑ тата «Шкул автобусӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗрен республикӑра 60% автобус ҫӗнӗлнине палӑртнӑ, кӑҫал шкулсем пурӗ 44 автобуспа хуҫаланнӑ имӗш.

Унсӑр пуҫне Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Хула кунӗнче массӑллӑ ирхи вӑй-хал хусканӑвне 28 250 ҫын хутшӑннине пӗлтернӗ, ҫапла вара ҫак кӑтарту Раҫҫей тата Европа рекордне кӗнӗ. «Чи массӑлӑ ирхи зарядка» вырӑспа акӑлчан чӗлхи дипломӗсемпе хулана Раҫҫей Гинесс рекорд кӗнекин редакторӗ Алексей Свистунов чысланӑ.

#Шупашкар, #шкулсем, #транспорт, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем