Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре Медиацентр туса хурасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна кам ертсе пырассине те хыпарланӑччӗ: «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Аса илтерер: Дмитрий Андреевич 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗччен Издательство ҫуртне вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ.
Медиацентра ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унӑн учредителӗ – ЧР Цифра министерстви. Мънле ӗҫсем пурнӑҫлӗ-ха Медиацентр? МИХсене кӑларса тӑрӗ, республикӑри интернет-ресурссене аталантарӗ, контент тӑвӗ, медиасферӑна тишкерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хаҫатсен дизайнӗпе, версткипе, рекламипе те ӗҫлӗ.
Палӑртса хӑварар: Дмитрий Моисеев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, 2006 ҫулта «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» корреспондентра ӗҫленӗ, 2009-2015 ҫулсенче унӑн редакторӗ пулнӑ. 2016 ҫултанпа – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ. Вӑл – ЧР Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, кӗнекесен авторӗ. Унӑн пьесисем тӑрӑх халӑх театрӗсем спектакльсем лартаҫҫӗ.
