Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Нумай пулмасть Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ» («Чувашское узорное ткачество») кӗнекине халалланӑ. Вӑл – «Из опыта народных мастеров» ярӑмра тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке — малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта «Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен», «Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен», «Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем», «Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи» ятлӑ пайсем пур. Кӗнеке сӑрлӑ ӳкерчӗксемпе, илемлӗ сӑнӳкерчӗксемпе куҫа илӗртсе тӑрать.
Кӗнеке авторӗ 84-ра. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашӑн эрешлӗ пир-авӑрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫав ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ те тӗрленӗ, тӗртнӗ, ҫыхнӑ, ыттисене вӗрентнӗ. Халь хӑй лайӑх пӗлекен япаласем ҫинчен чӑвашла алҫыру хатӗрленӗ, унтан – кӗнеке издательстви ыйтнипе — вырӑсла та куҫарнӑ.
Мӗншӗн кӗнеке уявӗ Спиридонов музей-хваттерӗнче иртрӗ-ха? В.Минеева – ҫак музейӑн 1-мӗш пуҫлӑхӗ, 11 ҫул (1990 – 2001) хӑй пӗчченех ҫавӑнта ӗҫленӗ. Валентина Алексеевна халь аякка тухса ҫӳреймест, музей-хваттер вара ҫывӑхра вырнаҫнӑ.
Ӑҫта кӑна тӑрӑшман-ши маттур чӑваш хӗрарӑмӗ хӑй пурнӑҫӗнче: ялти шкулта, тӗрлӗ хаҫатра, ача-пӑча радиокӑларӑмӗсен редакторӗнче, «Паха тӗрӗ» фабрика ӳнерҫинче, музей пуҫлӑхӗнче. Ҫав хушӑрах театр хуралҫи те, тӗпчев институчӗн тирпейҫи те пулса курнӑ — нимле ӗҫрен те ютшӑнман. Ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи алӗҫ куравӗсен ҫӗнтерӳҫи те пулнӑ.
Уявра Минеевӑн ҫывӑх тусӗсем пулчӗҫ: ӳнерҫӗсем, алӑстисем, журналистсем. Чӑваш телевиденийӗ унта хатӗрленӗ репортажа нарӑсӑн 29-мӗшӗнчи ҫӗнӗ хыпарсен ярӑмӗнче кӑтартрӗ.
Алина // 2474.61.4113
2008.03.13 17:10 | |

Дима Мадуров çитсе кĕчĕ: эпир хамăр мĕнпе пуяннине халиччен те пĕлместпĕр, пĕлесшĕн те мар...Валентина Минеева кĕнеки çак пуянлăхпа паллаштарать те ĕнтĕ...
Алина Сосаева: кĕнеке шыв юххи пек вуланать, чăн чăвашла çырнă...кун пек çыракансем халĕ çукпа пĕрех...