Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Тӑван Ен» хаҫата «Хыпарпа» пӗрлештерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.07.2024 18:33 | 2828 хут пӑхнӑ
Культура
Алексей Гурьянов тата Виктория Вышинская. Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ
Алексей Гурьянов тата Виктория Вышинская. Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫӗнӗ редактор ертсе пыма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: яваплӑ ҫак должноҫа Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторне Виктория Вышинскаяна шанса панӑ.

Ӗнер коллектива ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарма республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Гурьянов пынӑ.

Виктория Вышинская журналистикӑри кун-ҫулне «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентӗнчен пуҫланӑ. 2017 ҫултанпа вӑл «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ.

Виктория Вышинская нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан республика ертӳҫи «Хыпар» издательство ҫуртне пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Ҫав шутра — Пичет ҫуртне юсама та. Олег Николаев пулӑшма шантарнине министрӑн ҫумӗ Алексей Гурьянов та ҫирӗплетнӗ. Республикӑра медиацентр йӗркелеме йышӑнни ҫав тӗллевпе тунӑ утӑмран пӗри иккен. Унӑн центрӗ «Хыпар» пулса тӑрӗ. Медицентрпа чи малтанах Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫата пӗрлештерӗҫ.

#МИХсем, #тӳре-шара, #хаҫатсем, #медиацентр, #Шупашкар районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia/30774
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2040.61.6559
2024.07.20 11:11
Agabazar
Мӗн пирки сӑмах пырать?
Ман шутпа, статьян пуҫелӗкӗ тӗрӗс мар.
"Тӑван Ен" хаҫат МЕДИАЦЕНТР текеннине кӗресси пирки сӑмах пырать. «Хыпар» шутне кӗрсе ирӗлсе каясси пирки мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем