Шупашкар хулинче 47 ҫулти хӗрарӑма шыранӑ. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ хыпарланӑ. Ольга Краснова килтен кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухса кайнӑ иккен, каялла таврӑнман. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн ҫывӑх ҫыннисем сисчӗвленсе ӳкнӗ.
Асӑннӑ хӗрарӑм унччен те ҫухални пулнӑ, ӑна шыранӑ. Пӗлтерӳре палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм манса кайкалать.
Хӗрарӑм 157 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, кӑвак куҫлӑ. Килӗнчен вӑл ҫутӑ курткӑпа, тӗкем кӑвак джинс шӑлаварпа, хура пушмакпа, ҫутӑ калпакпа тухса кайнӑ.
... «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ нумаях пулмасть пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тупӑннӑ, вӑл таса сывах.