Чӑваш наци конгресӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Кӗмӗл сасӑн» черетлӗ конкурсне ирттерет. Конкурса чӑвашла юрлама пӗлекен 16-35 ҫулхи ҫамрӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Енчен те эсир ку конкурса хутшӑнса палӑрас тетӗр пулсан, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен заявка ямалла. Заявка ҫумне 10х15 сӑнӳкерчӗк тата икӗ юрӑн (вӗсенчен пӗри халиччен илтменни пулмалла) фонограммине ярса памалла. Вӑхӑчӗ хӑвӑрт шӑвать. Ӗнер кӑна нарӑс уйӑхӗ пуҫланнӑччӗ, паян ак вӗҫленсе те пырать. Ҫапах та виҫӗ кун сирӗн пур — ӗлкерме те пулать.
Конкурса ярса панӑ юрӑсене итленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илеҫҫӗ те пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне Шупашкара чӗнӗҫ. Унта ҫитессипе, киле таврӑнассипе ҫыхӑннӑ ҫул тӑкакӗсене командировкӑна яракан ен саплаштарать. Шупашкарта вара йышӑнакан ен тӳлет, вырнаҫтарать, апатлантарать.
Конкурсра ҫак номинацисем пулӗҫ: национализмпа патриотизм тематикипе чи лайӑх юрӑ; чи лайӑх композитор; чи лайӑх поэт; чи лайӑх ҫӗнӗ юрӑ; куракана килӗшнӗ чи лайӑх юрӑ. Номинацисем нумай, тупӑшса пӑхмалли сӑлтавӗ те пур пек туйӑнать. Чи лайӑх юрӑҫсене хаклӑ парнесем те парӗҫ.
Юлашкинчен кӑштах конкурс пирки. Ӑна пуҫараканӗ «Чӑваш наци конгресӗ» Чӑваш Республикин обществӑлла организацийӗ. ЧР Культурӑн тата национальноҫсен ӗҫӗсен, Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствисем методикӑпа йӗркелӳ пулӑшӑвне параҫҫӗ, укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене татса параҫҫӗ.
Пӗтӗм чӑвашсен конкурс-фестивальне регионсем хушшинче культура ҫыхӑнӑвӗсене вӑйлатас тӗллевпе, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ӑс-пурлӑхпа информаци чиккисене анлӑлатма тата ҫав вӑхӑтрах чӑваш наци культурин йӑли-йӗркисене упраса хӑварса нацин эстрада юррисене аталантарма ирттереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтри наци ӑс-пурлӑхӗн системинче музыка жанрӗсене аталантарассине, пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртса вӗсене пулӑшу парасси те хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ мероприятие йӗркелекенсем.
Пӗрремӗш конкурс 2000 ҫулта иртнӗ. Пӗлтӗрхи конкурса 40 ҫамрӑк юрӑҫ хутшӑннӑ. Вӗсем Шупашкара Пушкӑртран, Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Тӗмен облаҫӗнчен, Мускав, Сарӑту, Ӗнерпур, Мурманск хулисенчен ҫитнӗ.