Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Паян пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне палӑртать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.02.2008 14:35 | 1594 хут пӑхнӑ

Ҫапла, паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне палӑртать. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, паллах тӑван чӗлхе вырӑнӗнче чӑваш чӗлхи шутланать.

Ку уява 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн 30-мӗш тӗп конференцийӗнче палӑртма йышӑннӑ. 2000 ҫулта вара ӑна пӗрремеш хут уявланӑ. Уяв тӗллевӗ — тӗрлӗ чӗлхелӗхе тата тӗрлӗ културӑлӑха упрасси. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри пӗтме пултарать. Ку уява ПНОн Тӗп Ассемблейи те ҫирӗплетнӗ (Α/RES/56/262-мӗш резолюци).

Шел те, Чӑваш Ен администрацийӗн сайтӗнче ку уяв пирки пӗлмеҫҫӗ пулас...

#уявсем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

2008.02.21 14:36
Аçтахар Плотников
Тĕрĕсрех каласан икĕ районтан пĕр пек хыпар пур унта:
http://gov.cap.ru/list2/view/02SV_N ... =49&pos=51&id=633242 — Элĕк районĕнчен
http://gov.cap.ru/list4/news/rec.as ... =49&pos=40&id=633150 - тата Комсомольски районĕнчен.
Анонимла // 3926.36.8887
2008.02.21 19:49
Шел те, Чăваш Ен администрацийĕн сайтĕнче ку уяв пирки пĕлмеççĕ пулас...
++++++++++++++++++++++
Чăваш республикин администрацийĕнче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хураççĕ. Çавăнпа нимĕнте тĕлĕнмелли çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем