Раштавӑн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем Шупашкарта Вӑрнар ҫулӗпе пынӑ чухне ҫӑва патӗнче арҫын утнине асӑрханӑ. Мӗн туса ҫӳренӗ-ха вӑл тӗттӗмре масар ҫывӑхӗнче?
Инспекторсем чарӑннӑ. Ҫак 32 ҫулти арҫын наркотик витӗмӗнче пулни палӑрнӑ. Ун ҫумӗнче 450 грамм наркотик тупнӑ. Вӑл ӑна тин кӑна вӑрттӑн вырӑнтан илнӗ. Ун ҫумӗнче тупнӑ наркотик - 1,3 миллион ытла тенкӗлӗх.
Арҫын темиҫе уйӑх наркотик тутаннине каланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пысӑк виҫепе наркотик туяннӑшӑн 20 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.