Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмӑн харпӑр пурнӑҫӗ ӑнман. Вӑл хӑйне пӑснӑ, тухатланӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа тӗнче тетелӗнче астролог номерне тупса унпа канашланӑ.
Лешӗ ӑна чӑнах та пӑснине ҫирӗплетнӗ, пулӑшма шантарнӑ.
Хайхи астролог икӗ эрне темӗнле йӑла-йӗрке ирттернӗ, куншӑн укҫа ыйтсах тӑнӑ. Ҫапла хӗрарӑм ӑна 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи пӗтсен тин вӑл кун пирки юлташне каланӑ. Лешӗ ӑна полицие кайса каласа кӑтартма сӗннӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.