Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Етӗрнери ҫӗвӗ хапрӑкӗнче айӑпланнӑ хӗрарӑмсем ӗҫлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 31.08.2023 15:34 | 977 хут пӑхнӑ
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре айӑпланнисем валли тепӗр юсанмалли центр хута янӑ. Вӑл Етӗрнери ҫӗвӗ хапрӑкӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ.

Хапрӑкра юсанмалли центр пек ӗҫлекен кӗтес тунӑ. Унта 60 айӑпланакан ӗҫлеме пултарать. Вӑл – хӗрарӑмсем валли. Хальлӗхе унта 30 хӗрарӑма ӗҫлеттерме вырнаҫтарнӑ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче айӑпланнӑ хӗрарӑмсене сыхласах тӑрӗҫ.

Палӑртмалла: юсанмалли центрсем предприятисен ҫумӗнче пӗлтӗр хута кайма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 411 вырӑн хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтра 320 айӑпланакана ӗҫлеттерме вырнаҫтарнӑ.

#Етӗрне, #хапрӑксем, #айӑпланнисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2023.08.31 19:35
Калӑр-ха: МӖН парать сире ФАБРИКА тесе ҫырас вырӑнне ХАПРӐК тесе ҫырни?! Е САРАТОВ тесе ҫырас вырӑнне САРӐТУ тесе ҫырни?! Мӗн?!
Чӑваш чӗлхине пуянлататӑр-и эсир капла? Е НАЦИ САМОСОЗНАНИЙӖ тенине ӳстеретӗр-и пирӗнне?
Пӗр чӑваш та паян ХАПРӐК темест, ФАБРИКА тет!
Ҫакна шута илсемӗр, тархасшӑн!!!
"Хапрӑксемпе" "Сарӑтусене"пула халран кайнӑ Валери ТУРКАЙ.
2023.08.31 19:45
Аçтахар Плотников
Айтӑр ара тунтикун вырӑнне понедельник теме — мӗн ара, ытларахӑшӗ ҫапла калаҫҫӗ мар-и. Тӳрех икӗ ыйту татӑлать! Пӗрре Туркая юрайрӑпӑр, тепре тунтикуна пӗрле е уйрӑм ҫырасси пирки тавлашма пӑрахӑпӑр. Кайран саҫҫим вырӑс чӗлхи ҫине куҫӑпӑр — ара пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ вӗт!!! Ма пӗр чӑваш юлмиччен кӗтес? Халех, ҫак самантрах вырӑс чӗлхи ҫине куҫас!!! //Йӗкӗлтесе, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ
2023.08.31 19:50
Аçтахар Плотников
Пӗри «фабрика» ҫырма ыйтать. Тепри «фабрика» ҫырсан вӑрҫса тӑкать. Виҫҫӗмӗшне ни хапрӑкӗ, ни «фабрики» тивӗҫтермест, йӑлт чӑвашла термин ӑсталаса пама ыйтать. Темле пурне те юраса ҫитермелле ӗнтӗ.
Ҫавӑнпа юраса тӑмастпӑр. Мӗнле пултаратпӑр, ҫапла ҫыратпӑр. Эпир мӗнле пур — ҫапла пире йышӑнӑр. :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем