Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Наркологи диспансерӗнче учетра тӑракан каччӑ уйлӑхра ӗҫленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 24.07.2013 11:18 | 1280 хут пӑхнӑ

«Ылтӑн пучах» уйлӑхри вожатӑйсен саккунла мар ӗҫе-хӗлӗ ҫинчен ҫӗршывра пӗлмен ҫын та юлмарӗ пуль. Паянхи куна вара уйлӑх тавра калаҫусем пӗччекӗн лӑпланма та пуҫларӗҫ. Анчах сӳтсе явмалли яланах тупӑнса тӑрать.

Йӗрлев органӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх Муркаш районӗнчи пӗр ача-пӑча лагерьне вожатый пулса ӗҫлеме наркӑмӑшлӑ им-ҫампа туслӑ пулнӑ каччӑ вырнаҫнӑ. Кун ҫинчен вара йӗрке хуралҫисем ӑнсӑртран тӗпчесе пӗлнӗ.

Пӗррехинче хайхи каччӑ пӗртак хӗренкеленнӗскер хӑй палакан яшпа тытӑҫса илнӗ. Ҫакна вара ШӖМ ӗҫченӗсем асӑрханӑ пулнӑ. Икӗ ҫамрӑка вӗсем чарма пикеннӗ, анчах та ку ӗҫ-пуҫ ҫав ҫавах полици уйрӑмӗнче кӑна вӗҫленнӗ. Ун чухне ҫапӑҫӑва пуҫарнӑ каччӑ йӗрке хуралҫисемпе сиввӗн калаҫнӑ, пӗрне урапа тапма та хал ҫитернӗ. Куншӑн вара ӑна пуҫиле ӗҫ кӗтнӗ. Шалти ӗҫсен министерстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх хайхи каччӑ ҫине маларах та иккен «асӑрхануллӑ пулмасӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн» статьяпа ӗҫ пуҫарнӑ, пуҫиле ӗҫ суда та ҫитме ӗлкернӗ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк Республикӑ наркологи диспансерӗнче учетра тӑнӑ. Йӗрлев органӗсене вара чи тӗленмелли хайхи каччӑ ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи ача-пӑча уйлӑхне пӗрремӗш сменӑна вожатый пулса ӗҫлеме вырнаҫни тӗлӗнтернӗ. Анчах уйлӑхра вӑл нумай ӗҫлемен. Учрежденийӗн ертӳҫисем ун ҫинчен тӗплӗнрех пӗлсен — хайхи наркӑмашпа алхаснине —ҫамрӑка ӗҫрен кӑларса янӑ.

Ӗҫ-пуҫ «Ылтӑн пучахра» пулса иртмен пулин те унти пӑтӑрмаха пула ҫав-ҫавах курӑмлӑ пулса тӑнӑ.

#Муркаш районӗ, #наркӑмӑш, #уйлӑхсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем