Россельхознадзор ӗҫченӗсем уй-хире тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Культурӑсене сӑтӑрҫӑсем сиен тумаҫҫӗ-и?
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫӗрте уй-хире сӑтӑрҫӑсем тапӑннӑ. Уйрӑмах – кӑнтӑр районӗсенче. Кӑҫал вӗсем уйрӑмах нумайланнине палӑртнӑ Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха ҫакӑ? Чи малтанах ҫуркунне ир килнипе. Ял хуҫалӑх ертӳҫисен айӑпӗ те пур. Чылайӑшӗ уй-хире сухаламасть. Сӑтӑрҫӑсенчен нумайӑшӗ вара тӑпрара ҫиелте пурӑнать, ҫаплах хӗл каҫать. Ҫӗре сухаламасан вара вӗсем пӗтмеҫҫӗ. Ҫитменнине, кӑҫал ҫӗр ытлах шӑнман.
«Пӗр тӑхтамасӑр им-ҫам сапмалла. Унсӑрӑн тухӑҫ туса илеймӗпӗр. Гербицидсемпе пӗрле чир-чӗре пӗтерме биологи тата хими препарачӗсемпе усӑ куратпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Россельхознадзор.