Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юлашки ҫулсенче ял кунне уявлас йӑла кашни районта ҫирӗпленсе пырать. Шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи «Культура тата вулавӑшри ӗҫӗ-хӗлӗн аталану центрӗн» директорӗ Ю.Н. Николаева пуҫарӑвӗпе Канаш районӗнчи Кӗлтеҫулӗ ялӗнче те «пӗчӗк ялӑн» уявӗ иртнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе каҫхи апат панӑ хыҫҫӑн ялти ватти-вӗтти та пуҫтарӑннӑ.
Ял халӑхӗ умӗнче чи малтан сӑмаха Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ илнӗ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ халӑха саламланӑ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине Раиса Гавриловна Григорьевӑна, ҫемьеленнӗ мӑшӑра — Павел Осиповича тата Зинаида Гавриловнӑна Козловсене, нумай ачаллӑ кил-йыша — Георгия Павловичпа Валентина Николаевна Козловсене тата ҫак эрнере ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫынсене асӑнмаллӑх парне панӑ.
Кӗлтеҫулӗ ялӑн ҫыннисене чи малтан «Хаваслӑ картиш» ача-пӑча ансамбле хӑйӗн юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыҫҫӑн хӑйсен концерт программипе Александр тата Любовь Макаровсем сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем пахча ҫимӗҫӗ, улма-ҫимӗҫӗ тата килти сӑрана илсе тухса пӗр-пӗрне хӑналанӑ. Ял уявӗ пурне те кӑмӑла кайнӑ. Ташӑ каҫӗ уява вӗҫленӗ.
Сӑнсем (50)
