Шупашкар хула администрацийӗ ҫулсерен суту-илӳ павильонӗсемпе киоскӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлет. Кӑҫал та хула мэри ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерсе юрӑхсӑр, кивӗлнӗ сӑн ҫапнӑ объектсене палӑртнӑ.
— Шупашкар хула администрацийӗ чӗретлӗ инвентаризаци вӑхӑтӗнче киоск, суту-илӳ павильонсен хуҫисене хӑйсен объекчӗсене ҫитес вӑхӑтра тивӗҫле сӑн кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Шупашкар администрацийӗн пресс службийӗнче.
Хула мэри те кӑҫал киосксен ҫур пайӗ улшӑнасса палӑртать.
— Юпа уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр 10 павильонӑн тулаш питне ҫӗнӗ сӑн кӗртме планланӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хула ҫыннисемпе, хӑнисене яланах илӗртсе тӑма республика тӗп хулинче тасалӑхпа илем кӳрессипе пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере хулари 10 оъекта реконструкциленӗ.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.14 14:46 | |
Çак ĕç ман шутпа ним тума аптранипе тăвакан ĕçсенчен пĕри. Ытти ыйтусемпе ĕçличчен темле пĕчĕк шайри, ниме тăман ĕçпе аппаланаççĕ. Киоскĕсем ман шутпа халĕ те пĕрре те япăх мар. Ун вырăнне велосипедпа çӳрекенсем валли мĕн те пулин тусан лайăхрах пулĕччĕ. |