Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ генплана монорельс, вӗрен ҫулӗ, Атӑл урлӑ тепӗр кӗпер тӑвассисене кӗртме сӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 07.07.2013 13:35 | 1831 хут пӑхнӑ

Шупашкар хулин 2035-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗн ҫӗнӗ планне сӳтсе явассипе республикӑн тӗп хулинче пӗр кун самай кӑсӑклӑ калаҫу пулса иртнӗ. Унта хамӑр пулманнине кура тӗрлӗ ҫӑлкуҫ хыпарлани тӑрӑх хакласан ҫӗнӗ генплана тем майлӑ хаклакан-йышӑнакан та пурри сисӗнет. Хӑшӗсем ытлашши хурласах каймаҫҫӗ пулсан, теприсем ӑна ҫапса хуҫманни кӑна.

Проекта республикӑн тата хула тӑвӑмӗн канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Виҫӗ сехет хушшинче тӗрлӗ сӗнӳ паракан тупӑннӑ-мӗн. Пӗри, ав, Шупашкара Атӑл леш енӗпе ҫыхӑнтарма хулан хӗвеланӑҫ районӗнче кӗпер тусан аваннине палӑртнӑ. Тепри вара ку шухӑш пирки фантастика тесе пӑшӑлтатса илнӗ. Чӑваш Ен урлӑ тума палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тата хулана «Богданка» район урлӑ монорельс ҫулӗ туса ҫыхӑнтарма сӗнекен те тупӑннӑ. Вӗрен ҫулӗ кирлине асӑнакан та пулнӑ иккен. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫум ҫул кирлине калакан та, ҫырма-ҫатрана анса хӑпармалли майсене пӑхса хӑварасси пирки аса илтерекен те тупӑннӑ.

Ҫӗнӗ генплана хатӗрленӗ Питӗрти РосНИПИУрбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина палӑртнӑ тӑрӑх, генплан кӑҫал вӑя кӗмелле, палӑртнӑ ӗҫсен пӗр пайне 2020-мӗш ҫулта туса пӗтермелле. Шупашкар территорийӗнче вырнаҫнӑ сад юлташлӑхӗсен ҫӗрӗсене те ӳлӗмрен усӑ курасшӑн-мӗн. Хулана, тӗпрен илсен, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне аталантармалла. Малтан калани шутне «Ҫӗнӗ хула» текен район кӗмелле, иккӗмӗшӗн шутне — аэропорт патӗнчи территори. Кунсӑр пуҫне Питтукасси ялӗ патӗнчи района, Богдан Хмельницкий урамне, пир-авӑр комбиначӗпе Атӑл хушшинчи территорие, «Волжский-4» тата «Чантӑр» микрорайонсене кӗртнӗ. Хула варринче сахал хутлӑ ҫуртсене мар, нумай хутлисене ытларах хӑпартмалла. Ҫурт-йӗр тӑвасси пирки каласан, хальхи вӑхӑтра асӑннӑ фонд Шупашкарта 11 миллиона яхӑн тӑваткал метр йышӑнать пулсан, генплана 2035 ҫул тӗлне унӑн калӑпӑшӗ икӗ хут ӳсмелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫулталӑкне 500 пиншер тӑваткал метр ҫурт-йӗр ҫӗклемелле. Тумалла тетпӗр те, анчах ун валли ҫӗр кирлине тавҫӑрма йывӑр мар. Институт шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, 2 пине яхӑн гектар ҫӗр кирлӗ. Ҫак ыйтӑва Чантӑр тата Атӑлҫи еннелле сарса хулана пысӑклатма май пур-мӗн. Шупашкар чиккине ҫапла анлӑлатсан 900-е яхӑн гектар лаптӑк хутшӑнать иккен.

Хулан ҫул-йӗрпе транспорт аталанӑвӗ пирки калас-тӑк, ҫӗнӗ генплана темле улшӑнусемех кӗртмен-мӗн. Тӗп тӗллев — хула варрине транспортран пушатасси. Хула ҫийӗн вертолетпа вӗҫсе ҫаврӑннӑ чух (ун пирки эпир хыпарланӑччӗ) Питӗр архитекторӗ Ирина Гришечкина Гагарин урамӗпе иртме уйрӑмах йывӑррине асӑрханӑ иккен. «Благовещенский» микрорайонта та транспортпа ҫул-йӗр ыйтӑвӗпе ӗҫлемелле.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗнӗ генплан хатӗрлекенсем транспорт ыйтӑвне автобус маршручӗсене икӗ хут ӳстернипе татса пама сӗнеҫҫӗ. Хӑшӗсем трамвай ҫулӗ тумалла тени пирки Питӗр архитекторӗсем кирлӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Генплана хатӗрлесе ҫитерессине кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.

#Шупашкар, #аталану, #Чантӑр, #транспорт, #ҫурт-йӗр, #Атӑл, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем