Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тухтӑрсем аллергипе аптӑранӑ 7 ҫулти арҫын ача пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хулари ача-пӑча клиника пульницин специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл консервантсене пула шар курнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ ӗнер каҫхине лавккаран туяннӑ кекс ҫинӗ. Унра вара консервант нумай пулнӑ. Паян ирхине те ӑна ӑша янӑ. Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхине ачан организмӗнче антителӑсем пулнӑ. Паян ирхине вара вӗсем организма хӳтӗлеме пуҫланӑ. Ҫавна май ача шыҫӑннӑ, ӳчӗ кӗҫӗтме пуҫланӑ. Унӑн юн пусӑмӗ тӑрук анса ларнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ, вӑйӗ чакнӑ. Ача халӗ пульницӑра сипленет. Сывлӑхӗ йӗркеленсен ӑна ахаль палатӑна куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |