Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Йӗпреҫсем район пуҫлӑхне суйланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 01.07.2013 17:18 | 1304 хут пӑхнӑ

Йӗпреҫ район администрацине иртнӗ эрнекунтан ҫӗнӗ ҫын — Николай Чугаров — ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ҫак тилхепене туртнӑ Анатолий Петров тӗлӗшпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем Анатолий Петров кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кивӗ тата ҫӗнӗ хваттер хакӗн уйрӑмлӑхне саплаштарма укҫа тӳлеме тивет тесе ҫынсене ӗнентернӗ иккен. «Кӗмӗле» кӑларса хума килӗшмесен хваттер тивӗҫмессипе хӑратнӑ имӗш. Аптӑранипе ҫынсем ҫурт тӑвакан организаци счечӗ ҫине пурӗ 5,9 миллион тенкӗ куҫарнӑ-мӗн.

Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче администрацие ертсе пыма халӑх тарҫисем икӗ кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑх лавне туртма кӑмӑл тӑвакансем малтанласа пилӗкӗн пулнӑ иккен, анчах кашнинпе уйрӑмшар калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурс комиссийӗ вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Вӗсенчен пӗри — Игорь Семенов, тепри — Николай Чугаров. Юлашкинчен асӑнни юлашки ҫулсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Депутатсенчен 16-шӗ шӑпах ӑна шаннине палӑртнӑ та. Тепӗр улттӑшӗ Игорь Семеновшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара Йӗпреҫ район администрацине Николай Чугаров ертсе пырӗ.

Сӑнсем (15)

#Йӗпреҫ районӗ, #суйлав, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем