Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартӗҫ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.08.2022 07:27 | 1028 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Александр Степановӑн «Контактра» страницинчи постран илнӗ скриншот
Александр Степановӑн «Контактра» страницинчи постран илнӗ скриншот

«Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?» — ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов.

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Александр Степанов ҫапларах ҫырса пӗлтернӗ: «Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви нумаях пулмасть сӗнӳ кӑларчӗ. Ун тӑрӑх, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине 3 сехетрен кая мар вӗрентмелле. Ку пӗр енчен ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен хула шкулӗсенче е пачах та чӑваш чӗлхине вӗрентмен, е 1-2 сехет кӑна пулнӑ. Ырламалла ҫеҫ пек. Тепӗр енчен ялти шкулсен хӑй евӗрлӗхне шута илмест ку документ. Ялти шкулсенче, тӗслӗхрен, 5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе литератури валли 5 сехет уйӑрнӑ пулнӑ. Эппин, вӗсен сехечӗсем чакаҫҫӗ-и? Ку мӗн туни пулать вара? Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?»

Ку ыйту хуравне республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлеҫҫӗ пулинех...

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #вӗренӳ, #шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1782.96.3188
2022.08.24 09:36
Agabazar
Вăт çавăн пек «хыптараççĕ» пире, айвансене.

Курăсăн, ялти шкулсенче сапатсен шучĕ капла та виççĕрен ытларах — илсе кăтартнă тĕслĕхре пиллĕк.

Халь çавна пиллĕкрен тăваттă таран чакарсан каллех виççĕрен ытларах пулать. Виççĕ çеç хăварсан — вăл хисепе те виççĕрен каярах тееймĕн!

Кунашкал «аталану» кирлĕ-ши вара пире?
Agabazar // 1782.96.3188
2022.08.24 09:40
Agabazar
«Хыптараççĕ» терĕм-ха та, анчах та Александр Степанова «хыптарайман», авă. Мĕн патне илсе пыма пултарассине ачи тÿрех тавçăрса илнĕ.

"Раскусил," — теççĕ кун пек чухне вырăсла.
Чигирь // 3378.9.0451
2022.08.24 21:21
Ыра кун. Чаваш челхине верентесси пирки нумай каласатпар. Ялти шкулсенче те Петер Хусанкайан саввине вырасла кана вулассе. Предмече - '' Чувашская литература''. Чаваш челхине верентесси сак шайра кана пулсассан ачасем чавашла анланмассе те, каласмассе те. Малтан чаваш челхи урокесенче чавашла каласатчес, хале чаваш челхипе литературине вырасла кана веренессе...
Agabazar // 6932-9588
2022.08.28 22:31
Agabazar
Нумай калаçмастăн çав, суян кун пирки.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем