Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -17.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: 100 ҫултан крокодилсем вилсе пӗтес хӑрушлӑх пур

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Аçтахар Плотников 22.08.2022 14:14 | 363 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк
© shutterstock.com
© shutterstock.com

Оксфорд университетӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, крокодилсен 50% ытла йышӗ умӗнче паянхи кун вилсе пӗтес хӑрушлӑх тӑрать. Енчен те ҫак чӗрчунсем вилсе пӗтес пулсан ҫакӑ экологи катаклизмӗ патне ҫитерме пултарать.

Экологсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак рептилисен йышӗ 38% таран ҫитес ҫӗр ҫул хушшинче ҫухалма пултарать. Ҫак хӑрушлӑх ытларах енӗпе Азинче палӑрать.

Пурӑнма юрӑхлӑ вырӑнсем чакни, браконьерсем алхасни, шыв-шурсене пӗвелени, ҫавӑн пекех пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрпе усӑ курни шӑван-ҫӳренсемшӗн питех те вӑйлӑ сиен кӳнӗ иккен.

Тӗпчевҫӗ шухӑшӗпе, крокодилсем вилсе пӗтес пулсан, ҫутҫанталӑкра питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине пула вӗсен хыҫҫӑн юлакан экологире ҫухатусем ытла та пысӑк пулмалла.

Тӗслӗхрен, Филиппин крокодилӗсен апат-ҫимӗҫӗ шутне ял хуҫалӑха сиенлекен инвазивлӑ улма шуйттан мӑйракисем кӗреҫҫӗ. Китай аллигаторӗсене пула вара ҫӗр айӗнчи шӑтӑксем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсенче кайран тӗрлӗ чӗрчунсем хӳтлӗх тупаҫҫӗ.

#тӗпчевсем, #крокодилсем, #чӗрчунсем, #Филиппин, #Китай, #ҫутҫанталӑк, #Оксфорд

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Китайпа Сауд Аравийӗнче Чӑваш Енри шӑккӑлата юратаҫҫӗ
2022, 03, 14
Тутарстанра Чӑваш Енри браконьера тытса чарнӑ
2022, 03, 28
Хир сыснисем сахалланнӑран вӗсене пеме юрамӗ
2022, 05, 25
Хир качакисене килсӗр йытӑсем тапӑнаҫҫӗ
2022, 07, 18
Ҫынсене ҫӗлен сӑхнӑ
2022, 07, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org