Ял пурнӑҫӗ
![]() Ӗнер Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнче шыв башни ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку лару-тӑрӑва урӑхла ӑнлантарнӑ. Шыв башни ӳкмен иккен, ӑна юсама тесе ишсе антарнӑ. Башньӑна 1980 ҫултах хута янӑ. Вӑл кивелнӗ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, вӑл тутӑхса пӗтнӗ, тӳнсе анас хӑрушлӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа ӑна ятарласа ишсе антарнӑ. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта чылай ҫын хӑйсен ҫӑлӗпе усӑ курать. Пӗтӗмпе – 167 кил, вӗсенчен 52-шӗ пушӑ. Хальхи вӑхӑтра ялти ҫынсем валли шыва 6:00-9:00 тата 16:00-18:00 сехетсенче яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |