Чӑваш Енри стоматологсем рак чирне те тупса палӑртаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗ патне кайсан онкоскрининг ирттереҫҫӗ. Ҫав меслет усал шыҫӑна вӑхӑтра тупса палӑртма май парать. Аутофлуоресцент стоматоскопийӗ текен технологи ятарлӑ куҫлӑх витӗр шыҫҫа курма пулӑшать.
Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче «Добро в село» (чӑв. Яла ырӑ) акци пурнӑҫа кӗрет. Ҫавна май тухтӑрсем ялта пурӑнакансен сывлӑхне те тӗрӗслеҫҫӗ. Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑварти усал шыҫҫа 60 ытла процент тӗслӗхре шала кайсан (чир виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш стадие ҫитсен) ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ.
2021 ҫулта Хулари стоматологи поликлиникинче 2280 онкоскрининг процедури ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 77 пациента онколог патне тӗрӗсленме янӑ, ҫав шутран 21 тӗслӗхӗнче диагноза ҫирӗплетсе панӑ.