Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта «Тутси» ушкӑн тата «Иванушки International» солисчӗ концерт лартӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.06.2022 18:16 | 944 хут пӑхнӑ
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Республикӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче «Кубок Единства» (чӑв. Пӗрлӗх Кубокӗ) хоккей фестивалӗ пулӗ. Унта 6 команда хутшӑнӗ. Ҫав шутра — хоккей легендисем, паллӑ спортсменсем, журналистсемпе комментаторсем, эстрада, кино ҫӑлтӑрӗсем, хокеея юратакансем. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑнӗҫ. Хоккей матчне кӗме билетсемшӗн укҫа тӳлемелле мар.

Уяв концерчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пуҫланӗ. Сцена ҫине Кирилл Андреев («Иванушки International» ушкӑн солисчӗ), «Тутси» («Фабрика звезд») ушкӑн тата Тимур Ефременков киноактёр тухӗҫ. Концертшӑн укҫа тӳлемелле мар.

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Лакрей вӑрманӗнче» 13:00 сехетре «Три цвета гордости и славы» концерта йыхравлаҫҫӗ, Андриян Николаев ячӗллӗ паркра 12:00 сехетре «Ача-пача Акатуйӗ» пуҫланӗ. «Амазония» этнокомплексра «О тебе пою, моя Россия» концерт пулӗ.

Раҫҫей кунӗн тӗп пулӑмӗ — «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон. Унта Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина тата «Русская песня» Мускаври патшалӑх ансамблӗ сцена ҫине тухӗҫ. Концерт ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.

#парксем, #артистсем, #концертсем, #Раҫҫей кунӗ, #уявсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем