Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Китайра сӗрӗм газӗнчен биотопливо тума тытӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.03.2022 10:09 | 1022 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Китай СО2-ран 90 октан хисепӗллӗ биотопливо тума пултаракан хатӗре тӗрӗсленӗ.

Nature Communications пӗлтернӗ тӑрӑх, Даляньри хими физикин институчӗн (Китай) ӑсчахӗсем ҫитӗнӳ тунӑ: вӗсем сӗрӗм газӗнчен биотопливо тухӑҫлӑ хатӗрлеме пултаракан дистилляци хатӗрне ӑсталаса тӗрӗсленӗ. Парник газӗсене епле чакарас ыйту пӗтӗм тӗнчешӗн ҫивӗч тӑрать.

Ӑсчахсем сывлӑшри CO2-на пуҫтарса ӑна ҫӗр айӗнчи управӑшсене тултарма, е мӗнпе те пулин тытса чарма, е биотопливо тума сӗнеҫҫӗ. Юлашки меслечӗ тухӑҫлӑрах, мӗншӗн тесен синтезланӑ топливо туса илме пулать, ҫапла май вара ҫакӑ ҫӗр айӗнчи пурлӑха (вӑл иксӗлми мар) кӑларассинчен хӑтарӗ.

2020 ҫулта Цзоучэн промышленность паркӗнче технологие тӗрӗслеме ятарлӑ хатӗр туса лартнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна хута янӑ, ҫак хатӗр пӗр чарӑнми 72 сехет хушши ӗҫленӗ. Гидрогенизаци реакцийӗ пынӑ май сӗрӗм газӗн 95% яхӑн процентӗнчен 90 октан хисепӗллӗ шӗвӗ топливо туса кӑларнӑ, ҫакӑ вара Китайӑн VI наци стандартне тивӗҫтерет.

Ӑсласа кӑларнӑ меслетӗн коммерци малашлӑхӗ те пур: производство процессӗ самай кӑткӑс пулин те хатӗре ӗҫлеттерме энерги питех нумай кирлӗ мар. Ҫак пӗрремӗш хатӗр ҫавӑн пек топливӑна ҫулталӑкра 1 000 тонна тума пултарать.

#Китай, #ӑслӑлӑх, #транспорт, #хуҫӑлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7812-9825
2022.03.15 17:34
Agabazar
Биотопливо — биохуткăç.

Химин вăл — наука, ăслав. Унăн нимĕнле «физика» та çук.

Химилле физика темелле.

Ăсчах — мудрец (вăл вара уччоннăйа мар пĕлтерет).

Производство — тăвăмлăх.

Мĕнле те пулин япалана çунтарса ăшă тупнине чăваш чĕлхинче «хутас» теççĕ (сăмахран, кăмака хут, каланкка хут, пÿрте хутса ăшăт).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем