Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫурт-йӗр
![]() https://t.me/oanikolaev/838 сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне хулинче паллӑ чӑваш ӑсчахӗ Николай Ашмарин ҫуралса ӳснӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. Икӗ хутлӑ ҫав ҫурт япӑхса та ишӗлсе ларни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ те унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май историлле ҫав ҫурта юсӗҫех. Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра паян ирпе пӗлтернӗ тӑрӑх, Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упрассине 2021 ҫулта иртнӗ форумра сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш чӗлхин музейӗ уҫассине те асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ учреждени Етӗрнери Ленин урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра (унта чӑваш чӗлхин тӗпчевҫин Николай Ашмаринӑн ачалӑхӗ иртнӗ) вырнаҫӗ. Революциччен ҫав ҫурт Николай Ашмаринӑн ашшӗн тӑванӗн, Александр Филиппович Ашмарин купсан, пулнӑ. Унта бакалей тата гастрономи лавккисем пулнӑ. Ҫурта юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме маларах республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ, халӗ вара – юсав ирттерме. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |