Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче ҫулсерен «Снежные фантазии» («Юр тӗлӗнтермӗшӗ») ятпа чи лайӑх хӗллехи кӳлепесен конкурсӗ иртет. Раҫҫей УФСИН-ӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче вӗсене пӑхӑнакан мӗнпур учрежденийӗсен хушшинче конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Кӳлепесене ӑсталанӑ чухне Ҫӗнӗ ҫул уявне анлӑ сӑнлани уҫӑмлӑ курӑннӑ, унӑн тӗп сӑнарӗ тигр пулса тӑнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене эксперт комиссийӗ палӑртнӑ, вӑл кӳлепесене хӑйне евӗрлӗ ӑсталанине, пултарулӑха, ӗҫ кӑткӑслӑхне тата кӳлепесене мӗнлерех эрешленине хакланӑ.
«Конкурса тӑратнӑ кӳлепесене пурне те тӑрӑшса пурнӑҫланӑ май, вӗсене конкурс палӑртнӑ тематикӑпа ӑсталанине шута илсе, чи лайӑх композицие суйласа илме ҫӑмӑл пулмарӗ», — палӑртнӑ айӑпланнӑ ҫынсене воспитани тата социаллӑ ӗҫпе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Петр Рожнов.
Эксперт комиссийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, конкурса тӑратнӑ кӳлепесене йӗркеленӗ май ытларахӑшӗ Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне илемлетмелли капӑрлӑхсемпе тата сӑрӑсемпе анлӑн усӑ курнӑ.
Айӑпланнисен хушшинче ирттерекен ӑмӑрту вӗсен пултарулӑхне палӑртма, обществӑлла активлӑ пурнӑҫпа пурӑнма тата пушӑ вӑхӑта, уйрӑмах уяв тата ҫӗнӗ ҫул кунӗсенче тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме май парать.
