Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() Юрий Кручинин. Александр Беловӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Ф.Н. Плевако ячӗллӗ ылтӑн тата кӗмӗл медаль лауреачӗ Юрий Кручинин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. Юрий Сергеевич ковидпа чирленӗ-мӗн, унӑн ӳпки 90 процент шыҫнӑ иккен. Юрий Кручинин Раҫҫейри адвокатсен гильдийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ, «Мускаври юридици центрӗ» адвокатсен коллегийӗн президиумӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ, Вырӑсла калаҫакан адвокатсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президиумӗ членӗ пулнӑ. Мари Элта ҫуралса ӳснӗ Юрий Кручининпа ҫак йӗркесен авторӗ вӑл Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйра ӗҫленӗ чухне паллашнӑччӗ. Унпа республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ валли анлӑ интервью хатӗрленӗччӗ. Ҫав калаҫура Юрий Сергеевич ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын ҫеҫ мар, вӑл тӗрӗсмарлӑха тӳсме пултарайманни питех те аван сисӗннӗччӗ. Каярах унтан пӗр ыйтупа пулӑшу та ыйтма тивнӗччӗ... Халӗ вара йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр тесси ҫеҫ юлать... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |