Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Венера Большова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.01.2022 17:02 | 2040 хут пӑхнӑ
Персона
Венера Большова
Венера Большова

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Венера Большова телерадиожурналист пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

Венера Петровна 1936 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралнӑ.

1956 ҫулта Етӗрнери педучилищӗрен, 1961 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи филологи факультетӗнчи вырӑс-чӑваш уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, Партин аслӑ шкулӗнче те ӑс пухнӑ.

1961 ҫулта вӑл Телерадиовещани комитетӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан радиора корреспондентра, ҫырусем енӗпе кӗҫӗн редакторта, ҫамрӑксен кӑларӑмӗнче редакторта, политпропаганда енӗпе аслӑ редакторта тӑрӑшнӑ. 1971 ҫулта ӑна телевиденин председателӗн заместителӗ пулма шаннӑ, 1984–1991 ҫулсенче ЧАССР Патшалӑх телерадиовӑн председателӗ пулнӑ.

#Пӗчӗк Этмен, #Етӗрне районӗ, #МИХсем, #журналистсем, #ҫухатусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4126.3.9648
2022.01.08 15:12
Agabazar
Питех те шел. Чăваш телекуравне ертсе пынă. Хальхи вăхăтра вара унта Большова шайĕнчисем çук. Урăхлараххисем ертсе пыраççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем