Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Наталия Сергеева. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав каҫ театрта Ярослава Пулинович ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакле кӑтартнӑ. Юбиляр Жанна сӑнарне калӑпланӑ. Наталия Сергеевӑна юбилейпа республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата ыттисем саламланӑ. Тӑван, Шупашкар, районӗнчен те делагаци пырса ҫитнӗ. Аса илтерер: Наталия Сергеева юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |