Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур. Алтай крайӗнче Юлия Алешина хӗрарӑм-трансгендер «Гражданская инициатива» (чӑв. Граждан пуҫарӑвӗ) партин регионти уйрӑмне ертсе пырать. Раҫҫейри политикӑна трансгендер лекнине «МК на Алтае» кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх «Рамблер» пӗлтернӗ.
«Манӑн пурнӑҫ — хампа, патшалӑхпа, обществӑпа кӗрешӳ. Мӗншӗн хӑвна ҫавӑн пек тытатӑн? Мӗншӗн манерленетӗн? Мӗншӗн хӗрарӑм пек? Ҫакӑн пек ыйтусем час-часах пулнӑ. Ҫапла, эпӗ улакурак пек пулнӑ», — тенӗ Алешина «Московский комсомолец» хаҫат журналистне.
Арлӑха ылмаштариччен Алёшина Роман ятлӑ пулнӑ. Политикӑпа вӑл 2004 ҫта кӑсӑкланма тытӑннӑ.