Суйлав тесен те темӗн те тӑвӑн тесси ҫеҫ юлать пулӗ ҫав. Авӑн уйӑхӗнче суйлав ҫывхарать те, депутат пулас ӗмӗтлӗ кандидатсем те, вӗсене майлисем те канӑҫа ҫухатнӑ темелле.
«Район (сӑмах Красноармейски районӗ пирки пырать. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов оргпайра тӗп специалист-эксперт пулса ӗҫленӗ хӗрарӑма ӗҫрен кайма хистенӗ, мӗншӗн тесен унӑн упӑшки КПРФ ячӗпе Депутатсен районти пухӑвне суйланма регистрациленнӗ», – тесе пӗлтернӗ Александр Андреев коммунист. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра хыпарланӑ.
Кузнецов маларах эпир асӑннӑ кандидатӑн арӑмӗн ӗҫ пӳлӗмне темиҫе те кӗрсе тухнӑ имӗш, ӑна вӑл упӑшки депутат пулма суйлава ан хутшӑнтӑр тесе ӳкӗте кӗртме пӑхнӑ. «Тӳре-шаран тыткаларӑшӗ пирки прокуратурӑна евитленӗ», — тенӗ Андреев.
Етӗрне районӗнче вара ЧР Патшалӑх Канашне суйланас ӗмӗтлӗ КПРФ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Николай Федоров наганпа ӳкерӗннӗ, видеона хӑйӗн партийӗшӗн сасӑлама ыйтса Интернета вырнаҫтарнӑ. Ку эстремизм мар-и тесе йӗрке хуралҫисене ҫӑхавлакансем тупӑннӑ.