Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Шур акӑш» тулай чӑвашсене савӑнтарӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 22.05.2013 06:18 | 2013 хут пӑхнӑ
«Шур акӑш» ансамбль
«Шур акӑш» ансамбль

Ҫак шӑматкун Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче тӳлевсӗр концерт пулать. Тулай чӑвашсене тӑван юрӑ-ташӑпа Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнчи «Шур акӑш» халӑх фольклор ушкӑнӗ савӑнтарӗ.

Пушӑ вӑхӑта юрӑ-ташӑпа ирттерекен маттурсен концертне аякри ентешсем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнасса шанатпӑр.

«Шур акӑш» ушкӑн пӗлтӗр Чунҫӳреве кайса килнӗренпе ӑҫта кӑна ҫитмерӗҫ ӗнтӗ — нумай пулмасть, ав, Турцирен таврӑнчӗҫ. Чӑн та, пирӗн халӑхӑн мӑн асаттесен вырӑнӗсене ҫитсе курни кулленхи ӗҫре самай пулӑшать.

#Пелепей районӗ, #Пушкӑртстан, #концертсем, #Муркаш районӗ, #Оринин, #Слакпуҫ

 

Комментари:

Серте Унтри // 3697.14.7649
2013.05.22 21:56
Çав концерсемпе çÿреме, ăçтан укçа уйăраçĕ? Патшалăх уйăрать пулĕ ха. Вот çав укçапа пушкăртри пурăнакан чăваш çемьине чăваша куçса кильме ярсан усăлăрах пулĕ.
Подозрительно много ездят концертами.
2013.05.23 14:58
Аçтахар Плотников
Хăйсен укçипех çӳреççĕ. Пушкăртри чăвашсем куçса килесшĕн-и — ыйтса-и вĕсенчен? Пирĕн кунта ялсенче вырăсла калаçма пуçланă пулсан — вĕсен чăвашлах пуплеççĕ.
Серте Унтри // 8932.7.8772
2013.05.23 15:17
Кам ыйтса пăхнă, весенчен? Акă нуммаях пулмась канашлăва, Самар тăрăхĕнчи ivan63 текен никнеймлăскер, тем пекех чăваша пурăнма килесшĕн тесе пĕлтерчĕ. Вăл авиаконструктор, тата теплицăсенче кăткăс меслетпе ĕçлемелли мелсем шутсăр лайăх пĕлни çинчен пĕлтерчĕ.
Мĕншĕн çавăн пек пултаруллă çынсенчен, сăмса пăрмалла?
2013.05.23 20:51
Аçтахар Плотников
Ма ыйтмалла? Вĕсене тăван ялĕнче лайăх пурăнни куç умĕнчех курăнать те. Чăваша килсен кунта çĕр ыйту сиксе тухать — ăçта вырнаçмалла? Кампа туслашмалла? Ĕçне ăçта тупмалла? тата ытти те. Тăван кĕтесех ырă, Чăваша куçсан та тăван кĕтес килех туртать.
Серте Унтри // 8932.7.8772
2013.05.23 22:05
Немцы собирают своих, Россия для русских создают условия. С Латинской Америки староверы вернулись в Сибирь. Армения построила целые поселки для своих соплеменников.
Чем пойти по пути укрупнения районов, взять и создать нормальные условия для возвращения. Люди, это главнее всего. Будет кому покупать товары, кого учить, кого постригать и кого сажать в тюрьму наконец.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем