Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн тата халӑх ӑстинсен маҫтӑрӗн Зинаида Воронован «Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ» куравӗ уҫӑлӗ.
Унта Зинаида Воронован нумай ҫул хушши хӑй аллипе шӑрҫа-тенкӗрен пуҫтарнӑ чӑваш тумӗн капӑрлӑхӗсене курма май килӗ. Чӑваш наци музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ӑста «авалтан килекен йӑлана пӑхӑнса ӑсталанӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй те мӗн те пулсан ҫӗннине кӗртме тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсенче XIX ӗмӗрти капӑрлӑхсене ҫӗнетсе улӑштарса туни те сисӗнет».
Хальхи вӑхӑтра Зинаида Ивановна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсене хӑйӗн ӑсталӑхне вӗрентет. Ҫавӑнпа та курава вӗренекенсен ӗҫӗсене те тӑратӗҫ.
Зинаида Ивановна ытти регионти чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн 26 регионне ҫитсе хай аллипе тунӑ чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. З.И. Воронова тӑрӑшнипе «Чӑваш халӑх тумӗ – халах эткерӗ» конкурс иртет.