Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Зинаида Козловӑна орден медалӗпе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.05.2021 20:56 | 1647 хут пӑхнӑ
Персона
chgpu.edu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgpu.edu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш наци культурине упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Уяв» халӑх фолькор ансамблӗн хормейстерне Зинаида Козловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслас тенӗ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Аса илтерер: Зинаида Козлова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ.

Зинаида Алексеевна 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьелте ҫуралнӑ. Фольклорист, педагог. 1975 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен, 1983 ҫулта Сартури патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Чӑваш радиопа телекурав хорӗнче солисткӑра ӗҫленӗ. 1984 ҫултан «Уяв» тата «Пилеш» фольклор ансамблӗсенче йӗркелӳҫӗ тата илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.

#чӑвашлӑх, #чыславсем, #культура, #ят-сум

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 1383.79.2054
2021.05.24 23:13
Саламлатпар, хисепле Зинаида Алексеевна!
Валери ТУРКАЙ // 3939.4.7384
2021.05.25 09:45
Каҫалсен Ентешлӗхӗ ячӗпе те, хам ятпа та савӑнса аламлатӑп
Зинаида Алексеевнана!
Пурнатпӑр-ха, Ҫинук аппа,пурнатпӑр!
Анчах та "Уяв"-ӑн концерчӗн афишине ЧӐВАШЛА пичетлеменни сана чыс тумасть!
ВалериТуркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем