Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн председательне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Олег Яковлев йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Олег Яковлева 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин Ямал-Ненецк автономи округӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ. Унччен вӑл Чӑваш Ен ШӖМӗнче министр ҫумӗ пулнӑ. Олег Николаевич — чӑваш, Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |