Пӑрачкав районӗнчи Анастасово ялӗнче пурӑнакан Мария Кочеткова ҫак кунсенче хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хура-шурне пайтах курнӑ тесе шӑпах ун пек ҫынсем пирки калаҫҫӗ те халӑхра.
Хӑйӗн чылай тус-тантӑшӗ евӗрех Мария Александровна та вӑрҫӑра мӑшӑрне ҫухатнӑ. Пӗчченех вӑл икӗ хӗрпе ывӑлне ура ҫине тӑратнӑ. Пурнӑҫ урапи тӗрлӗрен ҫаврӑнать те, паянхи куна илсен, аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ пяанхи кун пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. 100 ҫулхи ватта паян тӑванӗн ывӑлӗ пӑхса тӑрать. Шупашкарта пурӑнакан хӗрӗ те ватӑ амӑшӗ патӗнчен татӑлмасть тесе хыпарлать Пӑрачкав район администрацийӗн сайчӗ. Ҫирӗп кинемей 88 ҫула ҫитичченех хушма хуҫалӑх тытнӑ.
100 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев хӑй пырса ҫитнӗ.
Сӑмах май, 100 ҫул урлӑ каҫма пултарнисенчен Мария Кочеткова — ку тӑрӑхри иккӗмӗш ҫын. Унччен кун-ҫулӑн ҫав каҫалӑкӗнчен Евдокия Мазеева иртейнӗ, анчах вӑл пӗлтӗр леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ.