Тин ҫеҫ Шупашкарти типографисенчен пӗринче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ку вӑл — вырӑссен ку чухнехи паллӑ та сумлӑ поэчӗн, халӑхсем хушшинчи тата Раҫҫейри нумай-нумай литература преми лауреачӗн, Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Аҫтӑрхан облаҫӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫин Юрий Щербаковӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Казаксен юрри» ятлӑ пуххи.
Юрий Николаевич Щербаков юлашки вӑхӑтра чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырӑсла куҫарас тата вӗсене халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай ӗҫлет, ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать. 2019 ҫулта вӑл, сӑмахран, аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн сӑввисен хӑй вырӑсла куҫарнӑ пысӑк ярӑмне Мускавра тухса тӑракан «Литературная газета» хаҫатра пичетлерӗ, поэзие юратакансене Валери Туркайӑн «Не обманывал я мой народ никогда. Стихи Валерия Тургая в переводах Юрия Щербакова» кӗнекене, аякри Аҫтӑрханта пичетлесе, парнелерӗ. Ҫав ҫулах паллӑ сӑвӑҫ, Аҫтӑрхан хула Думин депутачӗ, Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл Асамачӗ» поэзи Акатуйӗн хисеплӗ хӑни пулса, Шупашкара ҫитсе курчӗ.
Юрий Щербаковӑн сӑввисен тӗп теми — Раҫҫее, аслӑ Атӑлӑмӑра чунтан юратни, Иртнипе Пуласлӑх пирки тарӑннӑн шухӑшлани. Сӑвӑҫӑн пултарулӑхӗнче юрпату лирики те пысӑк вӑрӑн йышӑнать.
Чӑваш халӑх поэтне Валери Туркая Раҫҫейри паллӑ сӑвӑҫӑн Юрий Щербаковӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен пуххине вулакан патне ҫитерме Комсомольски районӗнчи «Родина» фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Анатолий Егорович Потемкин укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ.
Валери ТУРКАЙ // 9319.4.3259
2021.02.20 17:22 | |
Валери Туркай