Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хулинчи усламҫӑсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе парне кӳме шухӑшланӑ.
Йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен хулари предприятисем, тӗрӗсрех каласан, парикмахерскисем, вӑрҫа хутшӑннӑ хисеплӗ ватӑсене ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче тӳлевсӗр ҫӳҫ касма килӗшнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн информатизаци пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Титова каланӑ тӑрӑх, ҫак ырӑ ӗҫе ҫулталӑкӗпех пурнӑҫлакансем те пур-мӗн. Пӗлтӗр ветерансене икӗ парикмахерски тӳлевсӗр йышӑннӑ пулсан кӑҫал ун пеккисен йышӗ тата ҫавӑн чухлӗ хутшӑннӑ.
Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен тепӗр предприяти вара вӑрҫа хутшӑннисене сӑн тӳлевсӗр ӳкерме кӑмӑл тунӑ. Ҫапӑҫу хирӗнче вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ шур сухалсене кунсӑр пуҫне Ҫӗнтерӳ кунӗнче тӳлевсӗр апатлантарма килӗшнисем те пур. Ҫавсен шутӗнче — муниципалитетӑн пӗр предприятийӗ тата виҫӗ тулли мар яваплӑ общество.
Ветеранӗсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать те пулӑшмалӑх тӑрса та юлмарӗҫ пуль текен те тупӑнӗ-ха ку хыпара вуласан. Апла-и, капла-и, ҫапах та ырӑ ӗҫ тӑвакансем пурри савӑнтарать.
