Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвне паллӑ ҫыравҫӑсем хаклӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.06.2020 12:39 | 1395 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвне (эпир ӑна чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе йӗркелерӗмӗр) хаклама вӑхӑт ҫитрӗ. Пурӗ ҫак конкурса 7 куҫару ярса пачӗҫ. Ӑмӑртӑва Антон Чеховӑн ҫак хайлавӗсем хутшӑнӗҫ:

• 75000;

• Идеалист асаилӗвӗсенчен (Из воспоминаний идеалиста);

• Кӑшкӑру палли (Восклицательный знак);

• Кӳршӗсем (Соседи);

• Мунчара (В бане);

• Тӑван кӗтесре (В родном углу);

• Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя).

Хаклакансен йышӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем пулӗҫ: Валери Туркай (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Антон Чеховӑн калавӗсене куҫарса кӗнеке те кӑларнӑ); Борис Чиндыков («Чувашский рассказ» куҫарусен пуххине хатӗрлесеччӗ), Арсений Тарасов. Тӑваттӑмӗш хаклавҫи вара — Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ертӳҫи — Николай (Аҫтахар) Плотников.

Аса илтеретпӗр, мала тухнисене эпир пӗчӗк парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр: 1-мӗш вырӑншӑн 3 пин тенкӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 2 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 1 пин тенкӗ. Кунашкал литература ӑмӑртӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Валери Туркай та хӑй енчен парнесен пуххине пуянлатас терӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйӗн ятӗнчен те парнесем пама шантарчӗ.

«Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне ҫӗртмен 20-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетме тӗв тунӑ. Куҫарусене пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн электронлӑ вулавӑша кӗртӗпӗр (хальлӗхе эпир вӗсене хаклав ӗҫне чӑрмантарасран кӗртместпӗр).

#ӑмӑртусем, #ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #литература, #культура, #Антон Чехов чӑвашла

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем