Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.
М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ!
В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать!
Пирӗн ҫамрӑксен театрӗ чӑваш чӗлхинчен ютшӑнас ҫул ҫине тӑчӗ-ҫке! Мӗн тумалла-ха?!
Пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул: Валерий Николаевич Яковлева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне куҫарасси! Хӑй лартнӑ «Нарспи», «Кушар», «Кай, кай, Ивана» тата нумай-нумай чаплӑ спектакльсене выляттарас Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрӗн артисчӗсене!
Пархатарлӑ шухӑш! Валерий Николаевич халӑхӑмӑрӑн шӑпипе пурӑннӑ ӗмӗр-ӗмӗр! К.В. Иванов ячӗллӗ театртан тухса кайма питӗ йывӑр! Анчах каймалла! В.Н. Яковлевӑн (100) ҫӗр ҫулхи паллӑ кунне Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрта ирттермелле пултӑр!
Тимофеев В.Н.
Чӑваш аталану партийӗ
Малай // 4204.96.3617
2020.11.27 09:15 | |
Ку ачи Оринов Худ.рук. пулсан директора ларасшāн пуль-ха. Аван шухāшлать пуçē. | |
Пĕри // 1091.40.4804
2020.11.27 10:41 | |
Лайăх сĕнÿ. Яланхилле тĕрĕс шухăш калать Тимофеев юлташ. Анчах та Яковлева унашкалах муритлемелле мар ĕнтĕ Çамрăксен театрне ярса. Ăна пенсие ярсан лайăхрах пулмалла. Кантăр кăштах, ывăнчĕ пуль, атту вĕт 1979 çултанпа - 40 çул ытла! - пĕр канми ертсе пырать академи театрне. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.27 19:44 | |
Толшноҫ,толшноҫ кирлӗ ҫав ? Ыйтас килет ,спектакельсене кам валли хатӗрлесшӗн ? Кун пекех татах самани пырсан ӳлӗмрен Шупашкарта миҫе ҫын чӑвашла ӑнланма пултарӗ ? Заслуженныйсенчен хӑшӗ те пуллин,хӑҫан та пуллин каласса кӗтсе илӗ халӑх е ҫук? Ачасам пирки шутламалла тенине . Хӑвӑр кӑна мар халӑх ачисем пирки шутлакан ҫук пулас . Намӑс пире пурне те, Шупашкарта чӑвашла,тӑван чӗлхепе ӳстермелли пӗр ача сачӗ ҫук вӗт. Пурне те толшноҫ анчах кирлӗ ? Чӑваш аталану парти тесе ал пуснӑран анчах калатӑп. Ҫавӑн пек АНЧАХ пулать сирӗн "аталану" ? Толшноҫ пире тавай ? | |
Agabazar // 3555.90.0234
2020.11.28 13:08 | |
Юрĕ, толшнăçа хапсăнмăпăр. Чăваша витере пăх хырса тăрсан та мăй таран çителĕклĕ. | |
Тимер // 4183.99.1214
2020.11.28 18:57 | |
Тархасшăн халăх ачисем пирки шутличчен малтан хăвăр ачусем пирки те пулин шутлăр.Кашни хăйĕн ачи пирки шутлатăр. |