Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() «Мир» телеканал нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ каччине кӑтартнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи реабилитаци центрӗнче сипленет. 2016 ҫулта сусӑрланса юлнӑскер сывалас тесе шанчӑка ҫухатмасӑр сипленет. Хӑй вӑхӑтенче каччӑ ачасемпе ҫамрӑксене акробатикӑна тата ташлама хӑнӑхтарнӑ. Пӗчӗккисем аслӑ тусӗ пек пулма ӑнтӑлнӑ. Анчах пӗр кунхине Евгенйи Александров хусканӑвӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Каччӑ хӑй те, амӑшӗ те парӑнасшӑн мар. 24 ҫулти ҫамрӑка 350 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Ҫемьен ун чухлӗ укҫа ҫук. 3443 кӗске номер ҫине «Живой» (каччӑ валли укҫӑ пухакан ыркӑмӑллӑх ҫавӑн ятлӑ) тесе смс ямалла, миҫе тенкӗ куҫарса парассине кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |