Хальхи саманара пирӗнтен чылайӑшӗ кредит тӳлет пулӗ. Совет саманинчи пек черете тӑрса хваттер тӳлевсӗр илеймӗн. Ӑна пилӗк ачаллисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсене тата ытти хӑш-пӗр категорие ҫеҫ параҫҫӗ. Ыттисен ирӗксӗрех ипотекӑна шанма тивет. Теприсем вара ҫурт-йӗр е хваттер туянма ҫеҫ мар, япала илме те кредит карттипе усӑ кураҫҫӗ. Канашра пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑмӑн та пулнӑ вӑл.
Юпа уйӑхӗн каҫхине ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма кредит картти ҫинчи укҫан процент ставкине чакарма сӗннӗ. Хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ-шаннӑ. Хӑйӗн телефонӗ ҫине килнӗ кода тата пароле пӗлтернӗ.
Ҫавсемпе усӑ курса ултавҫӑсем интернет-банкри уйрӑм ҫын пӳлӗмӗпе хуҫаланмалли телефон номерне ылмаштарнӑ. Унтан карттӑ ҫинчи 83 пин тенке вӑрланӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ номере Кострома облаҫӗнче регистрациленӗ.