Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем видеокамера объективне лекнӗ хӗрлӗ курткӑллӑ арҫынна телефон вӑрламан-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 10 сехет те 30 минут хушшинче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра «ГАЗель» автомашина Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче ларнӑ. Унпа илсе килнӗ тавара водительпе унӑн ӗҫтешӗ пушатнӑ. Карас телефонӗ кабинӑра выртнӑ. Машинӑна пушатса пӗтерсен телефон хуҫи ҫыхӑну хатӗрӗ ҫуккине асӑрханӑ. Япала ҫухални ҫинчен вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Пакунлисем видеокамера объективӗ ҫине лекнӗ арҫынна шанмаҫҫӗ. Вӑл хӗрлӗ курткӑпа пулнӑ. Ӑна палласа илнисене 73-80-02 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.