Шупашкарта ку пӑтӑрмах ҫулталӑк каяллах, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Администраци ҫурчӗсенчен пӗрне юсанӑ чухне пӗр рабочи ҫивитти ҫинчен персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскер инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух асӑрханманни ҫын вилнипе вӗҫленсен айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем строительство ӗҫсене пурнӑҫлакан организацин 43 ҫулти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуҫлӑх ӗҫ сыхлавӗн парвилисене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Рабочие вӑл ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе паллаштарман ҫеҫ мар, ӳкесрен хӳтӗленмелли ятарлӑ хатӗрсӗр тата тӗпӗ шуҫтарман пушмаксӑр хӑпартса янӑ.