Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 2012 ҫулшӑн паракан Нестер Янкас Премийӗн лауреачӗсем паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 05.03.2013 22:44 | 1304 хут пӑхнӑ
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли

Трак Енти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта 2012 ҫулшӑн Нестер Янкас премине парас ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.

Чӑваш литературипе ӳнерне тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2012 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеплӗ ятне 2 ҫын тивӗҫрӗ.

1. Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ ҫыравҫи — Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Петрович Ишентей — 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Планетӑпа чӗре» ятлӑ сӑвӑсен кӗнекишӗн.

Вӑл 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) ҫуралнӑ. Унтах пурӑнать. Красноармейски вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентес ӗҫре, журналистикӑра вӑй хунӑ. Халӗ — «Капкӑн» журнал редакторӗ. Нумай кӗнеке авторӗ.

Преми илме ӑна районти Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ тӑратнӑ.

2. Районти тата республикӑри хаҫатсен активлӑ публицисчӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе ҫырнӑ нумай наука ӗҫӗсен авторӗ Анатолий Иванович Скворцов 2012 ҫулта пичетленнӗ статьясемшӗн.

Вӑл 1948 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче районти Ҫӗньял Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, Вӑрманкас Шетмӗ ялӗнче пурӑнать. Мӑн Шетмӗри вӑтам шкул хыҫҫӑн, ӗҫленӗ хушӑрах, Чӑваш ял хуҫалӑх институчӗн зоотехниксем хатӗрлекен факультетри хурт-хӑмӑрҫӑсен уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, чылай ҫул хушши хӑйӗн специальноҫӗпе тӑрӑшнӑ. Халӗ те «Пчеловодческое» ТМЯО директорӗ пулса ӗҫлет. Ку таранччен хурт-хӑмӑр ӗҫӗн темисемпе тӗрлӗ хаҫат-журналсенче, ӑслӑх ӗҫӗсен пуххисен кӗнекисенче 41 пысӑк ӗҫ пичетленӗ.

Преми илме ӑна Чӑваш Республикинчи «Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗ» автономлӑ учрежденийӗн ӗҫ ушкӑнӗ тӑратнӑ.

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Тури Шуршырма, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Вӑрманкас Шетмӗ, #Ҫӗньял Шетмӗ, #премисем, #чыславсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем