Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан арҫын кӳршине бензопӑчкӑпа суранлатнӑ. Халӗ вӑл суд сакки ҫине ларӗ.
Ҫав арҫын 34 ҫулта. Ӑна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ, килӗнче, Напольное салинче, картишре ҫӳренӗ. Кӳршӗ хӗрарӑмӗ каҫса вӗсем тем пайлайман, хирӗҫсе кайнӑ. Тарӑхса кайнӑ арҫын бензопӑчкине тапратнӑ та хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратма тытӑннӑ.
Бензопӑчкӑ кӳршин икӗ аллине те амантнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.