 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Журналист ҫум ҫумланинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта район центрне тасатманни пирки каланӑ.
«Паян мана: «Ӳкерсе ҫӳреме ҫеҫ пӗлетӗн, ҫум курӑк пӑшӑрхантарать пулсан тыт та ҫумла», – терӗҫ. Эпӗ ҫумларӑм...», – ҫырнӑ постра.
Журналист Инстаграмра сторис вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн тепӗр пилӗк минутран Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи рабочисем ҫум ҫумлама тухнӑ...
Район центрӗн тӗп лапамне нумаях пулмасть ҫӗнетнӗ, илемлетнӗ. Анчах вӑл ҫӳп-ҫап айне пулма пуҫланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри, усӑ курнӑ медицина маскисем ӑна илемсӗрлетеҫҫӗ. Ирпе вара ҫав лапама пӗрре пуҫтарнӑ...



| Аçтахар Плотников // 2443.0.1048 2020.07.17 16:45 | |
|  | Мӗншӗн ҫуп-ҫап айне тӑваҫҫӗ? Мӗншӗн тесен тӑван культурӑна, тӑван тавралӑха упрасшӑн мар! Ҫак мӑнтарӑн пӗчӗк ӗҫ пирки те вӗт-ха вырӑсла ҫырса хунӑ! Эсӗ ху тӑван халӑхна ҫӗклес тесе тӑван чӗлхӳпе ҫырмастӑп пулсан камӑн тӑван тавралӑха хисеплес туртӑм пулӗ? Эсӗ журналист, сан тӗслӗх кӑтартмалла! | 
