Вӑрнар районӗнчи аш-какай комбиначӗ тислӗке уя тухса тӑкать, вӑл вара кайран юханшыва лекет. Малтикас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвесем, юханшыв питӗ вараланнӑ. Ҫуркунне унта пулӑсем те вилнӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем уйра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тислӗкӗ тухса тӑкнӑ темиҫе вырӑн тупнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку пӗр ҫул кӑна пымасть, тислӗке тахҫанах тухса тӑкаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май таврара та шӑршӑ тӑрать.
Тислӗк ҫӗр айӗнчи шыва та лекет. Ӑна вара ҫынсем ӗҫеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем Ҫутҫанталӑк министерствине, йӗрке хуралне, ҫутҫанталӑк тата район прокуратурине, ытти ведомствӑна кун пирки пӗлтернӗ.