Шупашкар районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуратнӑ ачине вӗлернӗшӗн судпа айӑпланӑ. Судья унӑн ирӗкне 2,5 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ.
Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пушӑн 10-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи пӗр ялта арҫын ача ҫуратнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ те хваттер балконӗ ҫине тухса хунӑ. Арҫын ача унта пӑчӑхса вилнӗ.
Ача ҫуратнӑ хӗрарӑм кӑштахран хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ, больницӑна лекнӗ. Тухтӑрсем вӑл нумаях пулмасть ҫуратнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса тӗпченӗ. Хӗрарӑм ачине вӗлерни тӑра шыв ҫине тухнӑ.