Кунта эсир ку эрнери чи ҫӗнӗ информаципе паллашма пултаратӑр. Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне республикӑра 193 ҫынна тупса палӑртнӑ (вӗсенчен сывалнӑ — 9). Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ пӗрремӗш пациент вилнӗ — 79 ҫулхи хӗрарӑм.
Раҫҫейри кӑшӑлвируспа кӗрешекен штаб статистики тӑрӑх: COVID-19 193 ҫын ҫаклатнӑ (+29 паян), 9 сывалнӑ (+0 паян), 1 (+0) вилнӗ. Вӗсем тӗрлӗрех цифрӑсем кӑтартнӑран эпир республикӑри штаб статистикине кӑтартатпӑр.
Кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗнче 1-4 ҫулсенчи виҫӗ ача пур. Ыттисем - 25-73 ҫулсенчи ҫынсем. Паян 7 ҫулти ача та инфекциленни пирки МИХсенче хыпар сарӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене Таиландран вӗҫсе килме пулӑшнӑ. Вӗсем, тӑватӑ ҫын, ют ҫӗршывран таврӑнайман, мӗншӗн тесен самолетсене вӗҫме чарнӑ. Акан 16-мӗшӗнче вӗсем "Банкгок - Хусан" рейспа килнӗ. Халӗ вӗсем санатори-обсерваторире карантинра лараҫҫӗ. Ҫак самолетпа Тутарстан влаҫӗ хӑйсен республикинчи ҫынсене Таиландран илсе килнӗ.
Чӑваш Енре резерв хыснаран кӑшӑлвируспа кӗрешме тепӗр 8,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗнче республикӑра резерв фондӗнчен 50 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ.
Кӑшӑлвируса пула Мӑнкунра чиркӳсем хупӑ режимра ӗҫлӗҫ. Алӑксене полицейскисем сыхлӗҫ. Кӑчкӑ праҫникӗнче халӑх чиркӗве йышлӑн пуҫтарӑннине кура акан 14-мӗшӗнче республикӑра тӗн ҫурчӗсене, масар ҫине кайма чарнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлӗ Чӑваш Енри 26 ҫынна килте сиплеҫҫӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ҫӗркаҫ пӗлтернӗ medicin.cap.ru/news/2020/04/16/vse-47-podtverzhdyonnih-novih-sluchaev-covid-19-v. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вируса 47 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ.
Кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ пур ҫынна та шута илсен малта Чулхула облаҫӗ (458 ҫын), 2-мӗш вырӑнта — Мари Эл (179), 3-мӗш вырӑнта Тутарстан (144), Чӗмпӗр облаҫӗ тӑваттӑмӗш (138), Чӑваш Республики 5-мӗш (137), Мӑкшӑ Республики улттӑмӗш (136).
Раҫҫейри статистика тӑрӑх паян республикӑра +12 ҫын.
Кӳршӗсене илес пулсан, чи нумай ҫынна Мӑкшӑ Республикинче тупса палӑртнӑ (ахӑртнех кӑшӑлвирус шухӑшланӑ пуль-ха: мӗн-ма кусем вӗҫӗнче пыраҫҫӗ? атя ытларах ҫынне ерес!) — пурӗ 65 ҫын. Ҫапла май паян вӗсем талӑк хушшинче тупнӑ ҫынсен йышӗпе 4-мӗш вырӑна та ҫитме пултарнӑ.
Чулхула облаҫӗнче те сахал мар — +54;
Мари Элте +32, Тутарстанра +16, Чӗмпӗр облаҫӗнче +15.
Алтай тӑрӑхӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен ҫук тетчӗҫ те, халӗ вӑл унта та ҫитнӗ.Асӑннӑ тӑрӑхри пӗр хӗрарӑм патне урӑх регионтан хӑнасем килнӗ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм чирленине РИА Новости пӗлтернӗ ria.ru/20200416/1570149966.html?utm_source=yxnews&utm_medium=desktop&utm_referrer=https%3A%2F%2Fyandex.ru%2Fnews
Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Михаил Мишустин Кардиологин наци медицина тӗпчев центрне кӑшӑлвирусран сиплекен организацисене Китайран кӳрсе килнӗ препарата пама сӗннӗ. РБК пӗлтернӗ www.rbc.ru/society/16/04/2020/5e989d0f9a7947058ac2498e?utm_source=yxnews&utm_medium=desktop&utm_referrer=https%3A%2F%2Fyandex.ru%2Fnews тӑрӑх, хушӑва право информацийӗн порталӗнче пичетленӗ. Сӑмах гидроксихлорохин пирки пырать.
Кӑшӑлвирусран сыхланма маскӑсем, тест-тытӑмсем, ытти медоборудовани туянса тӑкакланакан предприятисене тупӑшран илекен налука тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑх кӳресшӗн. Ҫакӑн пек саккун проектне Раҫҫей Федераци Канашӗ паянхи пленарлӑ ларура пӑхса тухма палӑртнине «Парламентская газета» пӗлтернӗ www.pnp.ru/economics/biznesu-mogut-dat-lgotu-za-zashhitu-sotrudnikov-ot-koronavirusa.html
Паян "Вӑрманти юмах" обсерваторирен 27 ҫын киле кайнӑ. Вӗсене яриччен виҫӗ хутчен анализ илнӗ. Аса илтерер: унта кӑшӑлвируспа чирлеме пултарнӑ ҫынсене (вӗсем инфекциленнӗ ҫынпа хутшӑннӑ) 14 кун карантинра тытнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ 126 ҫынран 18-шӗ - тухтӑрсем. 8-шӗ - Хулари 2-мӗш пульница ӗҫченӗсем, тепӗр 10-шӗ - Хулари клиника центрӗн тухтӑрӗсем.
Кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвне тишкерекен информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа акан 6-мӗшӗччен Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене 22 214 ҫын ют ҫӗршывран таврӑннӑ. Вӗсенчен 676-шӗ Чӑваш Ене килнӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене ытларах Таиландран, Турцирен, Вьетнамран, Араб Эмирачӗсенчен, Казахстанран, Доминикана Республикинчен килнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсенчен 40 проценчӗ - Мускавран килнӗ ҫынсем. Ҫак цифрӑна сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ medicin.cap.ru/news/2020/04/16/40-sluchaev-zarazheniya-covid-19-v-chuvashii-zavoz.
Ют ҫӗршывран вирус ертсе килнисем виҫҫӗн ҫеҫ: пӗри - Бразилирен, тепӗр иккӗн - Доминикана Республикинчен.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫурхи сунара кайма чарнӑ. Ҫавӑн пирки калакан хушӑва вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, йышӑннӑ www.cap.ru/doc/laws/2020/04/15/decree-108/
«Мы вместе» (чӑв. Эпир пӗрле) Чӑваш Енри штабӑн республикӑри нимеҫисем ватӑ ҫынсенчен 600 ытла заявка йышӑннӑ. Кӑшӑлвируса пула килтен тухмасӑр ларакан ватӑсем валли вӗсем апат-ҫимӗҫ тата эмел туянаҫҫӗ, киле ҫитерсе параҫҫӗ.
Пулӑшу кирлисен 8-800-200-34-11 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви cap.ru/news/2020/04/15/volonteri-v-regionaljnogo-shtaba-mivmeste-vipolnil
Чӑваш Енри статистика:
• тухтӑрсен сӑнавӗнче 1076 ҫын (+38) шутланать.
• 126 ҫынӑнне пурӗ (+47) тупса палӑртнӑ.
• 2 ҫын сывалнӑ.
• 1 ҫын вилнӗ.
Кӳршӗсем хушшинче ҫапла май вара эпир самай хӑпартӑмӑр. Тутарстана та хӑваласа ҫитме пуҫларӑмӑр пулас (халӑх йышӗ сахалрах пулсан та).
• Чулхула облаҫӗ: +65, пурӗ 404;
• Мари Эл: +29, пурӗ 147;
• Тутарстан: +21, пурӗ 128;
• Чӗмпӗр облаҫӗ: +19, пурӗ 123;
• Мӑкшӑ Республики: +0, пурӗ 71.
//эпир йышпа Чӗмпӗр облаҫне иртсе кайрӑмӑр.
Федераци шайӗнчи статистика тӑрӑх Чӑваш Енре паян +47 ҫӗнӗ ҫынна тупса палӑртнӑ пулать. Пурӗ — 125 ҫын.
Кӑшӑлвирус пандемийӗн паянхи лару-тӑрӑвӗ:
• Китайра ҫавах та кӑшӑлвируса сарӑлма памаҫҫӗ. Вӗсен патра талӑкра пурӗ 46 ҫынна кӑна тупнӑ. Тата 1 чирленӗ ҫын вилнӗ.
• талӑкра ҫӗнӗ ҫынсен йышӗ ӳснипе Раҫҫей паян та 6-мӗш вырӑнта: +3 388. Ытларах ӳснӗ: АПШ (+26 299), Аслӑ Британи (+4 603), Франци (+4 560), Турци (+4 281), Испани (+3 573).
• Ҫавӑн пекех пӗр кун хушшинче чирлисен йышӗ пин ытла ҫак патшалӑхсенче ӳснӗ: Бразили (+3,1 пин), Итали (+2,7), Бельги (+2,5), Иран (+1,5), Германи (+1,2), Перу (+1,2), Канада (+1,1), Ирланди (+1,1). Ирланди пирки калас пулсан тахҫантанпах унта пин ытла ҫын хушӑнманччӗ пулас...
• кӑшӑлвирусран пин ытла ҫын талӑкра АПШ-ра (2,3 пин) вилнӗ, тата Францире (1,4 пин). Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Аслӑ Британи (761 ҫын), тӑваттӑмӗш — Итали (578), пиллӗкмӗш Испани — 324 ҫын. Пурте тенӗ пекех Европӑрисем.
• кӑшӑлвируса ҫаклатнисен йышӗ 2 миллион ҫынран иртсе кайнӑ... Сывалнисен шучӗ — 500 пинрен.
• чирлесе ӳкнисен йышӗпе Раҫҫей паян та 15-мӗш вырӑна йышӑнать, анчах ырансене хӑпарма та пултарать. Тӳрех темиҫе йӗрке хӑпармӗ пулас — Голландире паян 734 ҫӗнӗ тӗслӗх тупнӑ. Швейцари вара хыҫа юлатех пулас.
• паянхи куна пӗтӗмлетсе талӑк хушшинче чирлисен йышӗ 10%-ран ӳснӗ патшалӑхсене асӑнса тухар: Бразили (+3 058; ку йышра пӗрремӗш хут тӗл пулать пулас), Раҫҫей (+3 388), Перу (+1 172), Беларуҫ (+447; ку хӑвартлӑхпа Украинӑна та кая хӑварӗ пуль), Сингапур (+447, ку Азири патшалӑхра та кӑшӑлвирус самай сарӑла пуҫларӗ пулас, тытса чараймаҫҫӗ…), Узбекистан (+137), Бангладеш (+219; тепӗр Азири патшалӑх), Оман (+97), Джибути (+72), Гвиней (+41), Боливи (+43), Конго (+43), Танзани (+35), Кабо Верде (+45). Вӗҫӗнчисене кура ҫак кӑшӑлвирус Африка континентне ҫитни аванах курӑнать. Вӗсен унта медицина япӑхрах ҫав... Мӗн патне илсе ҫитернине уйӑхран курӑпӑр пуль. Тен тӗнчери пӗрремеш йӗркесене те йышӑнӗҫ.
Ан чирлӗр! Сывӑр пулӑр!
pravdapfo.ru/articles/96629-nizhegorodskaya-policiya — «ПравдаПФО» Чулхула облаҫӗнчи пӗр чирлӗ хӗрарӑмпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру пирки каласа панӑ. Чирлӗскере темиҫе инфекци пульницине куҫарнӑ тет, ҫавна май лешӗ сахал мар ҫынна чирлеттерсе янӑ. Кун пирки ҫыракана вара фейклӑ хыпар сарнӑшӑн айӑпласшӑн.
«Сывлӑх сунатӑп. Пирӗн вӑйӑ центрӗ — ӑна пирӗн яланлӑхах хупма тивет пулмалла, тата харпӑр ҫын ача пахчи — карантин тапхӑрӗнче ӑна суд ӗҫне пуҫарсах пӳлӗмсене ҫыпӑҫтарса тухса хупрӗҫ (ятарласа ҫынсене кӑтартас тесех турӗҫ ҫакна — пирӗн хурал ушкӑнӗ кӑначчӗ, муниципалитетӑн ача пахчисенче те пурччӗ ҫав хурал ушкӑнӗсем, унсӑр пуҫне хупӑнмаллисен йышӗнче ача пахчисем ҫукччӗ). Ҫакна йӑлт ҫӗнӗ Врио умӗнче чапа тухас тесе тата отчетшӑн турӗҫ», — акӑ сӑмахран, пӗр усламҫӑ хӑйӗн нуши пирки епле каласа панӑ.
biz-alert.ru/ — интереслӗ картта. Кунта хӑш-хӑш вырӑнта бизнес йывӑрлӑха лекнине пӗлме пулать.
chuvash.org/news/24886.html — Кӳкеҫри пур сутуҫӑ та маска тӑхӑнманшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ.
vk.com/wall-181162659_9516 — Чӑваш Енре кӑшӑлвируслӑ пӗрремӗш ҫын вилнӗ. 79 ҫулхи хӗрарӑм.
Путин тухса калаҫнинчен кӗскен тунӑ пӗтӗмлетӳ (компьютер чӑхӑмланине пула онлайн пӗлтерсе тӑма май килмерӗ):
• кӑшӑлвируса пула сиен кӳнӗ отрасльти пӗчӗк тата вӑтам предприятисене правительство ӗҫ укҫи тӳлеме укҫапа тивӗҫтермелле пулӗ. Пӗр ҫынна вӑтамран 12,1 пин тенкӗ тивмелле. Ку укҫана кивҫенле памӗҫ, ӑна каялла тавӑрма кирлӗ мар пулӗ. Сӑмах ака уйӑхӗпе ҫу уйӑхӗсем пирки пырать.
• авиакомпанисене 23 млрд тенкӗпе пулӑшӗҫ.
• 200 млрд тенке регионсене уйӑрӗҫ — ку укҫа вырӑнти хыснасене йӗрке кӳме пулӑшмалла.
Трамп президент АПШ ПТССО-на (ВОЗ-а) укҫа уйӑрма пӑрахасси пирки пӗлтернӗ. Ку утӑма чылайӑшӗ сивлеҫҫӗ: Раҫҫей те, Китай та, Европа пӗрлӗхӗ те...
Путин каллех сӑмах тухса калӗ. Хальхинче — правительство членӗсен умӗнче. Вӗсен лару пулмалла тет. 15:00 сехетре кӗтмелле.
Чӑваш Енри статистика:
• тухтӑрсен сӑнавӗнче 1038 ҫын (+176) шутланать.
• 79 ҫынӑнне пурӗ (+13) тупса палӑртнӑ.
• 2 ҫын сывалнӑ.
Сӑмах май, ку хӑвартлӑхпа эпир ырансене Бразилине чӑн та иртсе кайӑпӑр. Вӗсене ҫеҫ мар, Швейцарине те...
Кӳршӗсене илес пулсан ӗнерсене Мӑкшӑ Республикипе Тутарстанри статистсем «ҫывӑрнӑ», е вӗсен патӗнчен килнӗ анализсем валли вӑхӑт ҫитмен — +0 ҫӗнӗ ҫын тет (ӗнер пирӗн ӳсменччӗ...). Ырансене, паллах, вӗсем тупӑнаҫҫӗ...
Чӑваш Республики ӗнер кӳршӗсемпе танлаштарсан юлашки вырӑнтаччӗ пулсан, паян вӑл вырӑна Мӑкшӑ Республики куҫрӗ. Малта Чулхула — 338 (паян +47), иккӗмӗш вырӑнта — Мари Эл 118 (+27), виҫҫӗмӗшсем — Тутарстан 107 (+0), тӑваттӑмӑшсем — Чӗмпӗр облаҫӗ (+18), эпир пиллӗкмӗш 78 (+13 [кунта каласа хӑвармалла: республика кӑтартӑвӗсемпе мар, федераци шайӗнипе усӑ куратпӑр ӗнтӗ]). Вӗҫӗнче вара — 71 ҫынна тупнӑ Мӑкшӑ Республики.
Вилнисем Чулхула облаҫӗнче пур — 4 ҫын, Мари Элте — 1 ҫын.
Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ, паянхи статистика ӗнерхинчен самай пысӑкрах. 3 388 ҫӗнӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Енчен те маларах +13 ҫынпа Чӑваш Республики пӗрремӗш юпараччӗ пулсан, халь вара — иккӗмӗшӗнче.
Раҫҫейре ӑнсӑртран Мурманск облаҫӗнче чылай ҫынна тупнӑ: +137. Ку виҫӗмкун пулнӑччӗ пулас... Хыпарӗ ҫавӑн чухне пулсаччӗ.
Мурманск облаҫӗсӗр пуҫне Ленинград облаҫӗ, Ингушети, Смоленск облаҫӗ кӑтартусене нумай ӳстернӗ. Чулхула облаҫӗнче те сахал мар ӗнтӗ — +47, анчах ку вӗсене хальхинче вӑйлӑ палӑрма май паман.
Чӑваш Республикинчи кӑтартусем те паян +13 ҫынна палӑртаҫҫӗ. Ҫапла май республдикӑра пурӗ 79 ҫын ҫак кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ шутланать.
Раҫҫейри паянхи статистика.
Иртнӗ кунӑн пӗтӗмлетӗвӗ (маларах пушанаймарӑм, каҫарӑр):
• АПШра кун хушшинче 2 190 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ, пурӗ вара 25,9 пин.
• кӑшӑлвирус ҫаклатнисен шучӗ тӗнчере 2 миллион патне ҫывхарать: 1,991 пин (сӑмах май, 467 пин ҫын сывалнӑ).
• талӑк хушшинче кӑшӑлвируслӑ ҫӗнӗ ҫынсене палӑртни тӑрӑх Раҫҫей 6-мӗш вырӑнта. Ытларах: АПШ-ра (+23,2 пин), Францире (+6,5 пин), Аслӑ Британире (+5,3 пин), Турцире (+4,1 пин), Италире (+3 пин).
• Кӑшӑлвируса чи нумай ҫаклатнисен хушшинчи 10 патшалӑх илес пулсан лару-тӑру Китайра (+89 ҫеҫ паян) йӗркеллӗ; Бельгире (+530), Германире (+1 287) тата Иранра (+1 574) йӗркене кӗрсе пырать теме пулать.
• 10-мӗш вырӑнтан аяларах вырнаҫнисенче пин ытла хушӑннӑ: Раҫҫейре (+2,7), Бразилире (+1,5), Канадӑра (+1,2), Индире (+1,0).
• Талӑк хушшинче йыш 10% ытла ҫак патшалӑхсенче ӳснӗ: Раҫҫей, Белоруҫ (+362), Сингапур (+334), Молдави (+222), Бахрейн (+167), Казахстан (+141), Узбекистан (+167), Бангладеш (+209), Оман (+86), Гана (+70), Джибути (+65), Гвиней (+44). Куратпӑр ӗнтӗ, кунран кун хӑш-пӗр патшалӑх ячӗсем асӑнсах пыраҫҫӗ. Кунта Раҫҫейпе тачӑ ҫыхӑннӑ патшалӑхсене тата Африкӑрисене уйӑрма пулать.
Сывӑ пулӑр! Ан чирлӗр!
www.kommersant.ru/doc/4321735 — ҫарсенче кӑшӑлвирус тупма пуҫланӑ тет. Кун пирки «Коммерсантъ» пӗлтерет.
Тутарстанра кӑшӑлвирус пирки хӑйсен тутар патшалӑх чӗлхипе хыпарласа тӑма пӗрре те (именсе, вӑтанса, йӗренсе) тӑмаҫҫӗ!
Пирӗннисем вара — темле ыйтсан та вырӑсла ҫеҫ хыпарласа лараҫҫӗ!!! Чӑваш чӗлхине аталантарасси (усӑ курмасӑр ку ӗҫе тума май ҫук!) — тӳре-шара тивӗҫӗ!
vk.com/wall-181162659_8928 — кӑшӑлвируслӑ ҫынсем пирки районсем тӑрах пӗлтернӗ:
Шупашкар — 39;
Тӑвай районӗ — 8;
Канаш районӗ — 5;
Елчӗк районӗ — 3;
Комсомольски районӗ — 2
Пӑрачкав районӗ — 2;
Канаш — 2;
Сӗнтӗрвӑрри — 1;
Вӑрмар районӗ — 1;
Шупашкар районӗ — 1;
Улатӑр — 1;
Ҫӗмӗрле районӗ — 1.
mk103.med.cap.ru/press/2020/4/13/samij-populyarnij-vopros-na-goryachej-linii-minzdr — Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министерствин «хӗрӳ линийӗ» ҫине кӑшӑлвирус пирки мӗн ыйтни пирки каласа панӑ, тӑтӑш тӗл пулакан ыйтусем ҫине хуравланӑ:
• кӑшӑлвируса палӑрма анализ ӑҫта пама пулать?
• ютран килнисемпе мӗн тумалла, вӗсемпе тӗл пулнӑ пулсан мӗн тумалла?
• ҫуртра кӑшӑлвируса ҫаклатма пултарнӑ ҫынна илсе кайнӑ пулсан подъезда камӑн дизинфекцилемелле?
• апат-ҫимӗҫе е эмел таврашне киле кам илсе килсе пама пултарать?
Республикӑри статистика:
• паян кӑшӑлвируса никамӑнне те тупман;
• сывалнисен шучӗ — 2 ҫын;
• тухтӑрсем 878 ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ; ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пурӗ 2726 ҫын сӑнавра пулнӑ.
Хальхи федераци шайӗнчи статистикӑна пӗтӗмлетсен, юнашарти тӑрӑхсем хушшинче Чӑваш Ен юлашки вырӑнта пулса тухать:
• Чулхула — пурӗ 292;
• Тутарстан — 107;
• Мари Эл — 91;
• Чӗмпӗр облаҫӗ — 86;
• Мӑкшӑ Республики — 71;
• Чӑваш Ен — 65.
Федераци шайӗнчи паянхи статистика Чӑваш Республикинче пӗр ҫӗнӗ ҫынна та тупманнине кӑтартать.
Кӳршӗсенче: Чулхула облаҫӗ — +68, Тутарстан — +23, Мӑкшӑ Республики — +13, Мари Эл — +11. Пирӗн республикӑпа Чӗмпӗр облаҫӗ ҫӗннисен йышӗнче ҫук.
COVID-19 вируса ҫаклатнисен йышӗ Раҫҫейре 20 пин урлӑ каҫнӑ: 21 102. Кун хушшинче +2 774 тӗслӗх.
Тенчӗри лару-тӑру паян ҫавнашкал:
• кӑшӑлвирус тӗнчере сарӑлсах пырать. Чирлисен йышӗ 2 млн ҫын таран паян ҫитеймен пулин те ыран — ҫитетех ӗнтӗ.
• АПШ хыҫҫӑн Италире те вилнисен йышӗ 20 пин урлӑ каҫнӑ (АПШ-ра паян кӑна 1 357 ҫын вилнӗ, пурӗ вара 23,5 пин).
• Китайра ҫӗнӗ тӗслӗхсем нумайланса пыни курӑнать. Виҫӗмкун 46-ччӗ, ӗнер 99-ччӗ, паян вара — 108. Китайра ҫӗнӗ хум чӳк уйӑхӗнче килӗ тесе шутлаҫҫӗ пулин те капла маларах та аталанас хӑрушлӑх пур.
• COVID-19 ернисен шучӗпе АПШ малта — унти хисеп 600 пин патнелле ҫывхарать; вӗсем хыҫҫӑн Европӑри 4 патшалӑх пыраҫҫӗ: Испани, Итали, Франципе Германи. Ку патшалӑхсенче 128–170 пин кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ. Тепӗр ушкӑн — чирлесе ӳкнӗ 61–89 пин ҫынлисем: Аслӑ Британи (хисеп хӑвӑрт ӳссе пырать), Китай (ӳсменнипе пӗрех), Иран (кашни кун пин ытла ҫын тупаҫҫӗ), Турци (йыш хӑвӑрт ӳсет — паян ҫӗнӗ ҫынсен йышӗпе 4-мӗш вырӑнта вӗсем: +4 093). Тепӗр ушкӑн — 20–30 пинлисем: Бельги, Голланди, Швейцари, Канада, Бразили. Швейцарисӗр пуҫне ку патшалӑхсенче вӑтамран пӗр пин ҫын тупаҫҫӗ.
• Раҫҫей 15-мӗш вырӑна хӑпарчӗ-хӑпарчех. Анчах ку вырӑн — чарӑну мар. Хӑвӑртлӑх чакмасан ҫывӑх вӑхӑтрах малти патшалӑхсене иртсе кайма пулӗ. Бразилипе Раҫҫей кӑтартӑвӗсен хушши пысӑк пулни ҫеҫ 14-мӗш вырӑна темиҫе кун хӑпармассине шанма пулать.
• Паян йышпа 10% ытла ӳснӗ патшалӑхсем: Раҫҫей, Инди, Перу, Серби, Украина, Бероруҫ, Сингапур, Бахрейн, Казахстан, Узбекистан, Бангладеш, Оман, Кӑркӑсстан, Гвиней, Джибути, Сомали. Куратӑр пулӗ — ытларахӑшӗпе ӗнерхисемех...
Сывӑ пулӑр! Ан чирлӗр!
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи тӗп пульницӑра ӗҫлекенӗн кӑшӑлвирус пулнине палӑртсан учреждение обсерватори режимне куҫарнӑ. Унта халӗ 26 пациент тата пульницӑра ӗҫлекен 20 ҫын карантинра ларать. Вӗсем вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ: алӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, кӗнеке вулаҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ 66-а ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Вӗсенчен пӗри Елчӗк районӗнчен пулни паллӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ
medicin.cap.ru/news/2020/04/13/13-aprelya-v-chuvashii-zaregistrirovano-15-novih-s
Иккӗмӗш хум Китая чӳк уйӑхӗнче пырса ҫапма пултарӗ. Тӗплӗнрех кунта: lenta.ru/news/2020/04/13/mojempovtorit/
Раҫҫейре кӑшӑлвирус пандемийӗн чи хӗрӳ тапхӑрӗ ака уйӑхӗн вӗҫне – ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшне лекӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки РАН академикӗ Михаил Кирпичников пӗлтернӗ: www.rbc.ru/rbcfreenews/5e9430a49a79478acf877a65?from=newsfeed
chuvash.org/news/24871.html — кӑшӑлвируса пула канма тивнине те усӑллӑ ирттермелле. Ҫавна май ҫӗнӗ конкурс пуҫартӑмӑр.
«Пӑшӑрханусӑр Чӑваш Ен» ҫӗнӗ статистикӑна пӗлтерчӗ — республикӑра та +15 шутласа кӑларнӑ тет (федераци шайӗнчипе пӗрешкел мар пулма пултарать — тӗрлӗрех шутлаҫҫӗ). 51+15=66. Тухтӑрсем 862 ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ, пульницӑсенче 118 ҫын.
Кунта — vk.com/wall-181162659_8486
Чӑваш Енри халӑх халӗ те кӑшӑлвирусра пысӑк хӑрушлӑх курмасть-ха. «Пӑшӑрханусӑр Чӑваш Ен» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн. Ӑна паян тунӑ тет — халӑх пӗр-пӗринпе ҫуммӑнах тӑрать, маскӑсем ҫук. Ахӑртнех, пенси патне черет.
Раҫҫейре паян +2 558 ҫӗнӗ тӗслӗх тупнӑран пирӗн патшалӑх тӗнчере 15-мӗш вырӑна ҫитни каламасӑрах паллӑ. Португалире ҫавах сахалтарах пулӗ ӗнтӗ.
Раҫҫейри федераци шайӗнчи статистика республикӑра паян 15 ҫӗнӗ тӗслӗх пурри пирки пӗлтерет. Ку — чи пысӑк кӑтартусен йышӗнче мар пулин те, ҫавах малтисен йышӗнче.
Кӳршӗсене илес пулсан — Чулхула облаҫӗ +30 (224), Мӑкшӑ республики +16 (58), Чӗмпӗр облаҫӗ +16 (86), Тутарстан +11 (84), Мари Эл +10 (80). Пуринче те пур, никама та айккинче хӑварман.
Коми Республикинче паян пӗр тӗслӗх те ҫук (куншӑн кӑшӑлвирус мар, статистика айӑплӑ пулинех), ҫавна май Чулхула облаҫӗ Раҫҫейпе 4-мӗш вырӑна тухнӑ.
Сывлӑх сыхлав министерстви пирӗн республикӑра паян миҫе ҫын кӑшӑлвируса ҫаклатнине шутланӑ май ҫӗнӗ онлайн пуҫлатпӑр. Ку эрнерине.
Иртнӗ эрнене эпир 4 тӗслӗхпе пуҫларӑмӑр (кайран +2 хушӑнчӗ, 6-та ҫитрӗ) пулсан ку эрне пуҫламӑшӗнче — 51 тӗслӗх.